ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствинче брифинг иртрĕ

16 Авăн, 2020

Çулталăк пуçламăшĕнче Яруковсен çемйинче йыш хушăнчĕ: виççĕмĕш пепке Ульяна çут тĕнчене килчĕ. Халĕ асли Яна кĕçĕн класра пĕлÿ илет. Вăталăххи Аня ача садĕнче тавра курăмне аталантарать. Ачаллă çемьесене патшалăх укçа тĕлĕшĕнчен пулăшни тавра пĕр вĕçĕм çыратпăр. Çакна виçĕ хĕрача амăшĕ Олеся Ярукова та тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултарать.

Чăваш Республикинчи ачаллă çемьесене 46 тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ. Çакăн валли 2020 çулта 15,5 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Ку кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,6 хут пысăкрах.

Паян йĕркеленĕ брифингра ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Алина Кузнецова тĕрлĕ енлĕ пулăшу çинчен каласа кăтартрĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев виçĕ е ытларах ачаллă сахал тупăшлă çемьери шкулта вĕренекен кашни пепкене 5 пин тенкĕ памалли çинчен хушу кăларнăччĕ. Ывăл-хĕр парта хушшине ларчĕ пулин те ку ĕç вĕçленмен-ха. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченех ашшĕ-амăшĕнчен ыйту йышăнаççĕ. Сăмах май, социаллă порталпа усă куракан йышлă. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пурĕ 7338 ыйту çырнă.

3-7 çулсенчи ачасемшĕн тивĕçекен тÿлев те енчĕке хулăнлатма пулăшрĕ. Сахал тупăшлă çемьери тĕпренчĕксене 4770,50-шар тенкĕ куçарса параççĕ. Хальлĕхе 30,3 пин çемьери 39,2 пин ачана укçан пулăшнă. Ку тĕллевпе 1486,1 миллион тенкĕ тăкакланă.

Алина Ноевна çак тÿлевпе çыхăннă кăткăслăх çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Хăшĕ-пĕри ыйтăва тулли çырман. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕ уйрăлнине, алимент тÿленине палăртман. Çак кăтартусемсĕр, паллах, пĕтĕмĕшле тупăша шутласа тупаймăн.

2020 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн тивĕçекен тÿлев 9851 тенкĕпе танлашать. Çемьере кашни çын пуçне вăтам тупăш ĕçленĕшĕн тÿлекен чи пĕчĕк виçерен икĕ хут пысăкрах пулмасан çак укçана параççĕ. Йĕрке тăрăх, ку тÿлеве кашни уйăхăн 28-мĕшĕччен куçармалла. Ытти чухне ашшĕ-амăшĕ укçана 10-мĕшĕнчех илнĕ. Хальхи тÿлев, федераци бюджетĕнчен укçа час куçманнине пула, уйăх вĕçĕнче кăна çитĕ.

Сахал тупăшлă çемьесемпе социаллă контракт çырни — патшалăх тепĕр пулăшăвĕ. Ку ĕç тĕрлĕ енлĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçма, вĕренме тата стипенди илме, харпăр хăйĕн /е фермер/ ĕçне пуçарма, кирлĕ япаласен тăкакне саплаштарма пулать. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне çемьесемпе 4240 социаллă контракт алă пуснă. Ку ĕç малалла тăсăлать.

Пандеми тапхăрĕнче социаллă тÿлев, пособи, ытти çăмăллăх тăсăлнине чылайăшĕ пĕлет. Ку йĕркене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетнĕ. Çавăнпах кăтартусене çĕнетмеллине асра тытмалла.

Социаллă тÿлеве «Мир» картăна куçарасси йăлана кĕрсе пырать. Çакă укçа патшалăх хÿтлĕхĕнче пулнине çирĕплетет. Çапах пенси, шалу, стипенди илекенсен тата ытти тÿлеве тивĕçнисен йышĕнче урăх картăпа усă куракансем те пур. Вĕсен укçине юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен банк урлă куçарма чарнă. Çав çынсен 10 ĕç кунĕ хушшинче банка пымалла. Çапла майпа укçа илме май пулĕ. Е «Мир» картăн счетне пĕлтермелле. Тÿлеве почта урлă та, перекет кĕнекин счечĕ çине те куçараççĕ.

Кăçал республика амăшĕн капиталĕн виçи пысăкланчĕ: 100 пин тенкĕрен 150 пине çитрĕ. Енчен те çемьере 2020 çулта виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă пулсан капиталăн пĕр пайне — 20 пин тенкĕ — илме май пур.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас