ЧР профессионал писательсен союзĕнче - çĕнĕ ятсем

17 Чÿк, 2021

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн правленийĕн пĕтĕмлетӳ ларăвĕ иртнĕ. Унта Союз пухăвне пĕтĕмлетнипе пĕрлех çамрăк авторсен союза йышăнма ыйтнă заявленийĕсене пăхса тухнă.

Правлени членĕсем кандидатсен пултарулăх биографийĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Вĕсемпе «Ача-пăча литератури тата çамрăк авторсемпе ĕçлесси» секции ертӳçи Ольга Федорова паллаштарнă. Вăл «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекен Лариса Петровăпа Нина Царыгина хаçат-журналта тăтăшах пичетленнине палăртнă. Вĕсен хайлавĕсем Чăваш кĕнеке издательствин «Пирӗшти патне янӑ çыру», «Çӗршывӑмçӑм, Чӑваш çӗршывӗ. Чувашия родная», «Саламлӑр аннӗре», «Кӗтмен юрату», «Куçукпа Хураçка» кăларăмĕсенче те вырăн тупнă. Мая Селендеева вара хайлавĕсене ытларах социаллă сетьсенче пичетлет.

Виçĕ автора та Чăваш Республикин профессионал писательсен союзне йышăннă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас