ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев политика партийĕсен вырăнти ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ

4 Пуш, 2022

Унта икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Пĕри кăçал 19 районта суйлав ирттерессипе çыхăннă. ЦИК председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, округсем йĕркеленипе вырăнти пухусене 300 ытла депутата суйламалла. Парти представителĕсем депутата халăхшăн тăрăшакан çынсене суйламаллине палăртрĕç.

Иккĕмĕш ыйту Донбасс халăхне пулăшассипе çыхăннă. Ыр кăмăллăх акцине пурне те хутшăнма чĕнсе каларĕç. Паянхи лару тăру çинчен çамрăксене тĕрĕс информаци памаллине палăртрĕç.

Регион ертÿçи каланă тăрăх, депутатсем обществăна пысăк витĕм кÿреççĕ, вĕсен халăх шухăш кăмăлне, ыйтăвĕсене пĕлсе тăмалла.

www.hypar.ru Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас