Цифра культурăна аталанма хăват парĕ

22 Авăн, 2020

Паян Шупашкарта «Цифра аталанăвĕ. Культура тата туризм. Чăваш Республики» стратеги сессийĕ уçăлчĕ.

Унăн ĕçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ экспертсем, цифра отраслĕнчи специалистсем хутшăнаççĕ. Вĕсем культура тата туризм аталанăвне цифра технологийĕсене кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçаççĕ, тĕрлĕ регионти тĕслĕхсемпе паллаштараççĕ. Сессие хутшăнакансене Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов, «Цифра экономики» пĕрлĕхĕн регион политикин директорĕ Александр Зорин саламларĕç.

Сăмах май, ку «Цифра экономики» пĕрлĕх «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ иккĕмĕш мероприяти. Кăшт маларах, çурла уйăхĕнче IT-отрасль специалисчĕсем Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсене цифра технологийĕсен çĕнĕлĕхĕсене кĕртессине сÿтсе явнăччĕ. ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра тепĕр сесси йĕркелеме палăртнă. Вăл ял хуçалăх сферине пырса тивĕ.

Вырăсла верси кунта...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас