Çухату тÿсмелле мар

29 Пуш, 2021

Тĕп банк «Мегаполис» банкăн лицензине туртса илме йышăнни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ-тĕр. Çав шутра — республика ертӳлĕхĕшĕн те. Чăвашкредитпромбанк панкрутлăхĕн процедури те вĕçленменнине кура — пушшех. Анчах кăмăлсăр лару-тăру пулин те ку регион влаçĕсем çухалса кайнине пĕлтермест.

«Хамăр енчен ĕç-пуçа çирĕп тĕрĕслесе тăрăпăр», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура.

Вкладсене страхлакан агентствăпа çыхăну пур — вкладчиксем, пĕчĕк бизнес субьекчĕсем, коммерципе çыхăнман организацисем хăйсен укçине илес тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар. Олег Николаев аса илтерчĕ: Думăн Чăваш Енрен суйланнă депутачĕсем пуçарнипе саккуна çĕнетнине кура юлашкисен шутне халь ТСЖсем, сад юлташлăхĕсем те кĕреççĕ. Чăвашкредипромбанк тĕслĕхĕнче çав саккун вăя кĕртсе ĕлкĕреймен, «Мегаполис» тĕслĕхĕнче вара çак тытăмсем çухату тӳсмелле мар.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас