Çул çинче «вак-тĕвек кăлтăксем» çук

6 Юпа, 2020

Республикăри çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ кăçал кăшт чакнă пулин те хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах. Çапла палăртма пулать-тĕр Правительствăн çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ытларикун иртнĕ ларăвĕнчи калаçу тĕшшине.

Ларăва уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев асăннă сферăри вак-тĕвек пек туйăнакан ыйтусем те пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллеве, Раççей Президенчĕ халăха упрас енĕпе палăртнăскере, пурнăçлассине витĕм кÿни çинчен каларĕ. Çавна май ку енĕпе ĕçленĕ чухне шăпах çав тĕллеве тĕпе хумалла.

Çул ÿÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов çул-йĕо организацийĕсем, коммуналлă организацисем автоçулсене юсас, пăхса тăрас енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Шел, çитменлĕх нумай. ПАИ, паллах, вĕсене курмăш тумасть, тивĕçлĕ предписанисем парать, юридици тытăмĕсем тĕлĕшпе кăна кăçал административлă 105 ĕç пуçарнă. Анчах нумайăшне çав организацисем пурнăçламаççĕ.

Шăтса-çурăлса пĕтнĕ асфальт, разметка çукки, çул-йĕр паллисем нормативсене тивĕçтерменни тата ытти те — Владимир Геннадьевич çак çитменлĕхсене адрессене палăртсах асăнчĕ. Çулсен пысăк пайне капиталлă юсав кирлĕ — çак ĕçе палăртнă вăхăтра пурнăçлайманни çулсен пахалăхне япăх витĕм кÿрет, çавнашкал çулсем çинче вара хăрушсăрлăх та кирлĕ шайра мар. Авари час-часах пулакан вырăнсем пур — республикăра унашкаллисем виçĕ теçетке ытла. Çивĕчлĕхе сирмелли мероприятисене вара тивĕçлĕ организацисем патшалăх автоинспекцийĕ предписани парсан тин пурнăçлаççĕ. Çавна май хайхи 32 вырăнтан 8-шĕнче кăна кирлĕ ĕçсене пурнăçланă. Е тата — çулсен хĕрриисене тасатса тăрасси. Республикăра йывăç-тĕм асфальт патнех çитнĕ вырăнсем нумай — тасатасси асра та çук. Çакă та çул çÿрев хăрушсăрлăхне хавшатни каламасăрах паллă.

Автоçулсен управленийĕн директорĕ Александр Немов тĕп автоинспектор ÿпкевне хирĕçлемерĕ, анчах ПАИн чылай предписанине пĕр уйăхра пурнăçлама май çуккине çирĕплетрĕ. Калăпăр, çулсен уйрăм сыпăкĕсене çутатса тăмалла тăвассси. Разметка «ÿкересси» те — çав ретренех. Хушма укçа кирлĕ. Подрядчиксене контракт мелĕпе палăртмалла — пĕр уйăхра тумалли ĕç мар.

Калаçăва Олег Николаев пĕтĕмлетрĕ. Çулсене çутатса тăмалла тăвас енĕпе тивĕçлĕ программа хатĕрлемелле — темиçе çуллăх, автоинспекци çак сĕнÿпе килĕшесси иккĕлентемрмест, анчах, калăпăр, разметка ыйтăвне вăраха ямасăр татса памаллах. Сăмах хăвăрт çийĕнсе пĕтекен сăрăпа мар, термопластикпа усă кураси пирки пырать. «Енчен те вăл ахаль сăрăран пĕр 10% кăна хаклăрах, çав вăхăтрах сăрăран икĕ хут вăрахрах упранать пулсан — унпа усă курма нимĕн те чăрмантармасть, ыйтăва татса памалла», — терĕ регион ертÿçи. Ун шучĕпе, çулсемпе çыхăннă ĕçсене пурнăçласси пĕр тытăмра пулмалла, çакă пĕтĕм ыйтăва комплекслă майпа татса пама пулăшĕ. Çавнă май Олег Алексеевич автоçулсен управленине ларура палăртнă çитменлĕхсене тĕплĕ тишкерме, вĕсене пĕтерес енĕпе сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас