Çул-йĕр паллисене вăрланă

28 Авăн, 2020

Авăнăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайне çул-йĕр юсакан предприяти ĕçченĕсем пулăшу ыйтса пынă. «Остановка запрещена» тесе çырнă паллăсене — пурĕ 8 пин тенкĕ тăракан пурлăха — организаци территорийĕнчен çаратнă.

Çак кунченче йĕрке хуралçисем вĕсене шыраса тупнă. Тĕпчев пуçарнă май çав вырăнтан инçех мар пурăнакан 61-ри арçынна тытса чарнă, шăпах ăна çав япаласене вăрланăшăн айăпласшăн. Çул-йĕр паллисене вăл тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта леçме палăртнă. Вĕсене туртса илнĕ. Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ. gpedia.com сайтри сан ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас