Çур çулхи бюджет: хамăрăн тупăш ӳсĕмлĕ

10 Çурла, 2022

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура пĕр саккун проектне ырларĕ, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республика бюджетне пурнăçланине сăнлакан отчета çирĕплетрĕ, Правительствăн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕ.

Патшалăх граждан служащийĕсене патшалăх обязательнăй йĕркепе страхласси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанаов паллаштарчĕ. Вĕсем ĕç тăвакан влаç органĕсен служащийĕсене страхлассине централизациленĕ майпа йĕркелемеллипе сăлтавланнă. Чиновниксене страхлассишĕн вĕсем хăш тытăмсенче ĕçленине кура ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Патшалăх Канашĕн аппарачĕ, Тĕп суйлав комиссийĕ тата Тĕрĕслевпе шутлав палати яваплă пулĕç.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Республика бюджечĕн кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи тупăшĕ 37,1 миллиард тенкĕпе танлашнă — иртнĕ çулхинчен 4,6% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш 17% яхăнах хушăннă — 18,7 миллиард тенке çитнĕ. Мĕн пур налук — хушăмлă: организацисен тупăшĕнчен илекенни 9,8% ӳснĕ, уйрăм çынсен тупăшĕнчен 19,5% ытларах налук тытнă, организацисен пурлăхĕнчен илнĕ налук 21,7% пысăкланнă. Федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар уйăрнă укçа 17,9 миллиард тенке çитнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,3% нумайрах.

Патшалăх парăмне илес тĕк — вăл пысăкланнă, 10 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çакна Михаил Геннадьевич ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче — инфратытăм бюджет кредичĕн 400 миллион тенкĕлĕх пĕрремĕш траншĕ, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче 500 миллионлăх иккĕмĕш транш тата парăм обязательствисене татмалли 1,1 миллиард тенкĕлĕх бюджет кредичĕ килнипе ăнлантарчĕ. Отчета çирĕплетесси ыйтусем çуратмарĕ.

2023 çулта патшалăх пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне тишкересси те нумай вăхăт илмерĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул республика хыснин куçми пурлăхĕн икĕ позицине приватизацилеме палăртнă. Сăмах Тăвай районĕнчи икĕ çĕр лаптăкĕ пирки пырать. Вĕсене сутнă май хыснана кĕмелли укçа виçи 13 миллион тенкĕ ытларах пулмалла.

Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетăн чи лайăх практики» конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçисене хавхалантарма уйăрнă укçана валеçесси те тавлаштармарĕ — 3,9 миллион тенке районсемпе хуласем илĕç. Сăмах май, регион шайĕнчи çĕнтерӳçĕсем малалла федераци шайĕнче конкурсăн чăннипех сумлă хавхалантару укçишĕн кĕрешĕç. Пирĕн ăнăçлă тĕслĕхсем пур. Патшалăх юстици службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Быкова аса илтерчĕ: иртнĕ çул хăйсен чи лайăх практикисемпе тупăшура Канаш районĕнчи Сухайкасси тата Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка ял тăрăхĕсем çĕнтерӳçĕсен ретне тăнă, ял тăрăхĕсен территорине хăтлăлатма, инфратытăма çĕнетме вĕсене 20-шер миллион тенкĕ парса хавхалантарнă.

Ларура çавăн пекех 2022-2032 çуленче республикăра Пĕтĕм тĕнчери вырăнти тĕп халăхсен чĕлхисен вунăçуллăхне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитетне туса хурассине, культура еткерĕн «1941-42 çулсенче 3063-мĕш эвакогоспиталь вырнаçнă çурт» объекчĕн сыхлăх зонин чиккисене çирĕплетессине ырларĕç, ытти ыйтăва татса пачĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас