Çынсем пахалăхлă шыв ĕçесшĕн

5 Çурла, 2020

Ча́ваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Шăмăршă районĕнче ĕçлĕ çyл çÿревре пулчĕ.

Малтан вăл Палтиел ялĕ çывăхĕнчи шыв управĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Проектпа килĕшÿллĕн, кунти шывпа Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕн пĕр пайĕнчи 85 яла тивĕçтермелле. Анчах шыв пăрăхĕсене Шăмăршă районĕнчи темиçе яла çeç илсе çитернĕ. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, ку объект туллин ĕçлесе кайтăр, 3 районта пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес тесе хальхи вăхăтра ЧР Строительство министерстви проект ĕçне малалла тăсать. Республика бюджетĕнчен çакăн валли 52 миллион тенкĕ уйăрнă.

Шыв ыйтăвне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура та хускатрĕç. Олег Николаев шыв башнисене тĕпрен юсамалли конкурс суйлавĕ витĕр районти 3 объект çeç тухни пирки ÿпкелешсерех каларĕ. Çак программăна хутшăнас текенсен мĕнле условисене пăхăнмаллине аса илтерчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕceне вăхăтлăх пурнăçлакан Палтиелти вăтам шкула кĕрсе курчĕ. Кăçал унта ача сачĕн 2 ушкăнне вырнаçтарас тесе капиталлă юсав ирттерне́. "Пуçаруллă бюджет" программăпа килĕшÿллĕн шкул тавра тытнă хÿмене улăштарнă, брусчатка хунă.

Шăмăршă районĕн больницин территорине те хăтлăх кĕртнĕ. Пĕлтĕр 9,32 миллион тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туяннă. Олег Николаев врачсем çитеççĕ-и тесе кăсăкланчĕ. Ирина Смирнова тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун 6 специалист çитмест, çав шутрах - пуçламăш сыпăкри (звенори) 3 врач.

Олег Николаев çавăн пекех "Лига-С" обществăн ĕçĕпе паллашрĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕксем кунта...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас