Çынсене итлеме — тепĕр лапам

5 Юпа, 2020

Олег Николаев паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кампанийĕнче хăйне майлă сасăсем пухассишĕн суйлавçăсен хушшинче агитаци ĕçне йĕркелеме хутшăннă халăх штабĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн кандидачĕн социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли суйлав умĕнхи программипе суйлавçăсене паллаштарнăшăн вĕсене тав турĕ. Çав документ суйлав хыççăнах ЧР Пуçлăхĕн ĕç программи пулса тăнине, унăн никĕсне федерацин наци тата Чăваш Енĕн регион проекчĕсене, федераципе республикăн патшалăх программисене, халăх пурнăçне лайăхлатма йышăннă ытти документа хывнине палăртрĕ. Тĕлпулăва пуçтарăннисене вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хутшăнма чĕнсе каларĕ.

— Республика умĕнчи тĕллевсене вырăнсенче пурнăçа мĕнлерех кĕртнине, муниципалитетсенчи лару-тăрăва, социаллă пурнăçпа экономикăри ыйтусене, çынсен шухăшне манăн тĕрлĕ çăл куçран информаци илсе пĕлсе тăмалла, — терĕ. — Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ çумĕнче Общество канашне йĕркелеме сĕнетĕп.

«НПК «ЭЛАРА» обществăн генеральнăй директорĕн çумĕ Наталия Партасова /халăх штабĕн ертÿçи пулнăскер/, «Чăвашкабель» обществăн генеральнăй директорĕ Игорь Кортунов тата Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ильдар Абызов /штаб членĕсем/ Олег Николаев сĕнĕвне ырласа йышăнчĕç, Общество канашĕ çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явма тата вĕсене татса памашкăн çул-йĕр кăтартма питĕ меллĕ лапам пулĕ терĕç.

Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашне туса хурасси çинчен çитес кунсенчех йышăну кăларассине пĕлтерчĕ, унăн положенине хатĕрлеме сĕнÿсем тăратма ыйтрĕ.

www.hypar.ru

Михаил СЕРГЕЕВ.

Комментари хушас