Дельфи вăййисем йыхравлаççĕ

4 Нарăс, 2021

Чăваш Енре Раççей Дельфи вăййисене хутшăнакансене суйламалли тапхăр пуçланнă.

Пултарулăх ăмăртăвне ача-пăча, музыка, ӳнер, культурăпа искусство енĕпе вăтам професси е аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденине çӳрекенсем хутшăнаяççĕ. Ӳсĕмĕ — 10 çултан пуçласа 25-чен.

Заявкăсене 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пĕрремĕш тапхăртан иртнисем нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче куçăмлă мелпе ăмăртĕç. Суйлав турĕсен çĕнтерӳçисем Раççейре 20-мĕш хутчен иртекен Дельфи вăййисене хутшăнĕç.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас