Ĕçре суранланасси чакса пырать

11 Çурла, 2021

Ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ çинчен калакан патшалăх доклачĕпе ĕçлев министрĕ Алена Елизарова Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче паллаштарчĕ.

2020 çулхи лару-тăрăва хаклакан документра ырă туртăмсене те, япăххисене те тĕплĕ тишкернĕ. Министр çынсем ĕçре суранланасси юлашки çулсенче чакса пынине палăртрĕ — тăхăр çулта 2,4 хут сахалланнă. Çапах пĕлтĕр 144 çын аманнă. Паллах, çак шутра арçынсем нумайрах — 101 çын суранлăннă. Вĕсенчен 12-шĕ — вилмеллех. Инкексем ытларах тирпейлекен производствăсенче, вăрман, сунар, ял хуçалăхĕсенче, строительствăра пулнă. Сăлтавĕсем — ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменни, çул-йĕр правилисене, хăрушсăрлăх требованийĕсене уяманни, ĕçлекенсен дисциплини хавшакки.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас