Ĕçсене çитес çула хăвармалла мар

30 Çурла, 2021

Республикăра тĕпрен юсанă тата юсакан пилĕк теçетке ытла шкултан 17-шĕ Пĕлӳ кунĕ тĕлне уçăлмĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Вĕсенчен иккĕшĕ тĕлĕшпе кăна подрядчиксем ĕçсене вăхăтра пурнăçлайман, ытисенче — планпа килĕшӳллĕн. Пысăк укçа уйăрнă, çав укçана икĕ-виçĕ уйăхра ĕçе хывса ĕлкĕрме май çуккине влаçсем кăна мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те маларахах пĕлсе тăнă — никамшăн та кĕтменлĕх мар.

Алла Леонидовна палăртнă тăрăх, ĕçсене вакласа çитес çула хăварма май пулнă, анчах ашшĕ-амăшĕпе канашланă та — вĕсем кăçалах вĕçлессишĕн пулнă-мĕн. Çакăнпа Олег Николаев та килĕшет: ĕçсене темиçе çула тăсса яни вырăнсăр, пĕрре пуçăнса вĕçлени лайăхрах — ку ĕçсен пахалăхне тивĕçтерме те май парать. Çийĕнчен вăл шкулсен юсавĕпе строительстви тĕлĕшпе çитес çулхи плансем пысăккине те палăртрĕ. Тата 138 шкулта анлă ĕçсем пулмалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас