Ĕçсĕрлĕх криминала ан пулăштăр

3 Утă, 2020

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра регистрацилекен ĕçсĕрлĕх тăруках, ултă хут, пысăкланнă. Ĕçсĕрлĕх пысăкки вара преступлени тăвассипе çыхăннă лару-тăрăва та çивĕчлетме пултарать.

Çакăн пирки эрнекун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕнче калаçу пулчĕ. Ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă çивĕчлĕх сăлтавĕ, паллах, коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă. Çавăнпа та, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев палăртнă тăрăх, хуçалăх субъекчĕсене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ: вĕсем йĕркеллĕ ĕçлеччĕр, ĕçлекенсен йышне упраса хăварччăр. Хальлĕхе ресторансене, пысăк суту-илÿ центрĕсене ĕçлеме чарнине сирмен-ха, анчах чарусене пăрахăçлама хатĕрленеççĕ. Çак тата ытти мера ĕçлев рынокне те ырă витĕм кÿме тивĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас