Экологи экспедицийĕ çула тухĕ

1 Утă, 2021

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Сăкăт юхан шывĕ хĕрринче экспедици иртĕ.

«Виçĕ юхан шыв» проектпа килĕшӳллĕн пурнăçлама палăртнă мероприяти çӳп-çаппа вараланнă вырăнсене тасатма, çуран çӳрекенсен çулĕсене палăртма, саккуна пăхăнмасăр вырнаçтарнă картасене асăрхама пулăшĕ. Ку юхан шывсен территорийĕсене аталантарассипе ĕçлеме май парĕ.

Экспедици Шупашкарти Улма-çырла урамĕнчи 4-мĕш çурт тĕлĕнчен 10 сехетре пуçланать, 14 сехетре вĕçленет.

www.hypar.ru Cap.ru сан ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас