Экономика – цифровизаци тапхăрĕнче

26 Çу, 2021

Паянхи кун чылай отраслĕн аталану никĕсĕнче цифра экономики вырнаçнă: банк, розница суту-илĕвĕ, транспорт, энергетика, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ тата ытти те. Уйрăм ыйтусене пĕрле татса пама çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем çуралаççĕ.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти коопераци институтĕнче «Цифровизаци тапхăрĕнчи управлени йĕрки» Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Йĕркелӳçисем — менеджментпа маркетинг кафедрин преподавателĕсем.

Социаллă экономика тытăмне цифра технологийĕсем мĕнлерех витĕм кӳни тӳрех курăнать пулин те чылай ыйтăва тĕпчемен-ха. Кун пирки конференцие уçнă май менеджментпа маркетинг кафедрин ертӳçи, экономика наукисен докторĕ Людмила Федорова профессор каларĕ. Çавăнпа та конференци тĕллевĕ цифра экономикин аталанăвĕн тĕп аспекчĕсене пăхса тухасси тата унăн паянхи вырăнĕ çинчен калаçасси пулчĕ.

Ăслăлăх форумне Белгород, Воронеж, Горки, Хусан, Караганда, Мускав, Новосибирск, Шупашкар хулисенчен 50 ытла ĕç килнĕ. Молдовăри коопераципе суту-илӳ университечĕн проректорĕ София Кэпэцынэ малашне те килĕштерсе ĕçлес шухăш пурине палăртрĕ.

Конференцие хутшăнакансем кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ докладсем хатĕрленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, шăпах цифра технологине пула пандеми тапхăрĕнче эпир дистанци мелĕпе ĕçлеме пултартăмăр. Пĕр енчен, онлайн вĕренме май çук пек. Тепĕр енчен вара, интернет-ресурссемпе усă курни студентпа преподаватель хушшинчи çыхăнăва урăхларах йĕркелеме май пачĕ.

Анчах цифра экономикипе кăмăлсăрланакансем те пур. Вĕсен шухăшĕпе, ку пин-пин ĕç вырăнне пĕтерет, тĕнчене хăйĕн чиккисенче тытса тăма тăрăшакан патшалăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать.

www.hypar.ru Сheb.ruc.su сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас