Елена Альгешкина «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ

30 Пуш, 2021

Пуш уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Трактор тăвакансен культура керменĕнче чăваш тĕррин кружокĕсемпе студийĕсен «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» IV республика конкурсĕ иртнĕ.

Ку мероприятие тăван халăхăн йăли-йĕркине упрас, малалла аталантарас, чăваш тĕррине пропагандăлас тĕллевпе ирттереççĕ.

Конкурса Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Çĕрпӳ, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчен пурĕ 26 ăста килсе çитнĕ. Çĕнтерӳçĕ ятне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче пурăнакан Елена Альгешкина тивĕçнĕ.

www.hypar.ru Кrchet.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас