«Эпир ялта ĕçлесе пурăнасшăн»

30 Ака, 2021

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх аграри университетĕнче Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проектне пĕтĕмлетрĕç. Сăвăнăçлă лару-тăрура «Фермер шкулĕнче» вĕренсе тухнисене диплом пачĕç. Паллă саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская хутшăнчĕç.

«Фермер шкулĕ» — Раççей ял хуçалăх банкĕн вĕрентӳ проекчĕ. Ял хуçалăх министерстви, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсене хатĕрлемелли майсене пĕрлештерекен пĕрремĕш площадка шутланать. Проект тĕллевĕ — ял хуçалăхĕнче бизнес йĕркелесе ăна тупăшлă тытса пыма вĕрентесси, пулăшасси. Республикăна пилотлă 15 регион шутне кĕртнĕ.

Пĕлĕве ӳстернипе пĕрлех фермерсем умри ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса проектсем хатĕрленĕ. Бизнес-плана ятарлă комисси умĕнче хӳтĕленĕ. Çакна палăртмалла, чи лайăх проектсене пурнăçа кĕртме Раççей ял хуçалăх банкĕ те хутшăнасшăн. Çавăн пекех вĕсем «Агростартап», «Перспектива» программăсемпе грант илме пултарĕç.

«Кунта пултаруллă фермерсем кăна мар, ĕçе тытăнма хатĕррисем те пуçтарăннă. Чи пахи — вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнса пĕлĕвне пуянлатни, çĕнĕ шухăшсем çуратма пултарни. Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» ыттисемпе танлаштарсан чи ăнăçлăсенчен пĕри пулса тăчĕ. Пуçарăва малашне те тăсăпăр. Асăннă шкултан вĕренсе тухнисене пулăшса пырăпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — Чăваш Енре ял хуçалăх отраслĕнче, наука çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси. Кирлĕ продукцие çĕнĕ технологипе туса илсе, вырăнта тирпейлесе ытти региона ăсатасси. Кун пек пирĕн республика та аталанĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç», — палăртрĕ Олег Николаев.

«Фермер шкулне» çӳрекенсем теорие ăса хывнă, ыттисен опычĕпе паллашнă май ăсталăха та туптанă. Паллă кун тĕлне вырăнта туса илнĕ чĕр тавартан сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ. «Эпĕ сыр пĕçерсе пăхрăм. Вăл тутлă пулни, ыттисене кăмăлне кайни умри çула тĕрĕс суйласа илнине тепĕр хут çирĕплетрĕ», — пĕлтерчĕ Светлана Михопарова. «Кунта вĕреннипе туллин усă курасшăн. Эпир ялта ĕçлесе пурăнасшăн, тăван тăрăха аталантарасшăн», — терĕ Татьяна Иванова.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: 

Комментари хушас