Эреш фестивальне чăвашлăха аталантаракансем пухăнчĕç

23 Юпа, 2020

Чăваш наци музейĕнче «Эреш» орнамент-фест» фестиваль уçăлчĕ. Ăна республикăра иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ.

9 сехетре «Ал ăстисен марафонĕ» конкурс пуçланчĕ. Унта республикăри тĕрĕ ăстисем кăна мар, Чĕмпĕртен, Санкт-Петербургран килнĕ хăнасем те хутшăнаççĕ. Вĕсем чăваш çи-пуçĕн капăрлăх пайне тĕрлеççĕ.

ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова фестивале уçнă май республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе Чăваш тĕррин кунне уявламашкăн палăртнине каларĕ. Уява курăмлă ирттермешкĕн тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсен сĕнĕвĕсене шута илни çинче чарăнса тăчĕ. Пресс-конференцире журналистсем чăвашлăхпа çыхăннă уявсенче уйрăмах наци эрĕшĕллĕ çи-пуç тăхăнма сĕннине аса илчĕ.

Наци музейĕн пуçлăхĕ Ирина Меньшикова икĕ куна тăсăлакан фестиваль чăваш тĕррине халалланине палăртрĕ. Республикăри фольклор ушкăнĕсене пултарулăха кăтартма кăна мар, юрă, тĕрĕ, ташă хăйне евĕрлĕхĕ тавра калаçма та чĕнн çине пусăм турĕ.

Фестиваль вăхăтĕнче çавнашкалах этника çи-пуçĕн конкурсĕ иртĕ. «Çавра сĕтелре» тĕрĕри халăх историйĕ тавра калаçĕç. Ыран Евгения Жачева ал ăстин куравĕ ĕçлеме пуçлĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас