Финала тухнă

15 Авăн, 2022

Ставрополь крайĕнче «Тăван чĕлхепе литературăн чи лайăх вĕрентекенĕ — 2022» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн куçăн тапхăрĕ иртет.

Унта çĕршыври 68 регионран чи лайăх педагогсем хутшăнаççĕ, çав шутра — Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанов та. Вăрмар районĕнче çуралса ӳснĕ Александр Марсович чылай çул ял шкулĕнче ĕçленĕ, унтан хулана куçнă. Вăл палăртнă тăрăх, ялти тата хулари шкулта тăван чĕлхене вĕрентесси пĕрешкел мар. Кашни çулах вăл «Эткер» этнокультура лагерĕнче воспитатель пулса ĕçлет, тĕрлĕ регионтан килекен чăваш ачисене тăван чĕлхепе ирĕклĕн калаçма хăнăхтарать. Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнма тивĕçнине пĕлсен вара пысăк яваплăх туйса илнĕ. Конкурс тĕрлĕ турпа иртет. Медиавизиткăн сасăлавĕ паян вĕçленет. Çавăн пекех педагогсем методика мастерскойĕ, ачасемпе урок, класс сехечĕ тата ăсталăх класĕ ирттерĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас