Хаклă чуста, çăмăл тушкасем

12 Нарăс, 2021

Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕнче «Сувар-2» предприяти ертӳçи Дума шайĕнчех çĕклемелли ыйтăва хускатрĕ.

Сахăр, тип çу хакĕсене Президент хистенипех чакарчĕç те — тип çу тăвакансем хĕвелçаврăнăш каяшĕн, комбикорм хатĕрлеме кирлĕ вăрă чустин, хакне тăруках ӳстерсе хунă иккен: кăрлачра кăна килограмĕ 12-13 тенкĕ тăнă, нарăсра вара — 27 тенкĕ. Çаплах калаççĕ: «Влаçсем тип çупа тупăш илме май памаççĕ тĕк — вăрă чустине хаклатса саплаштарăпăр…» Анатолий Аксаков ларăва хутшăннă Леонид Черкесовпа пĕрле темăна çĕршыв парламенчĕн шайĕнче çĕклеме шантарчĕ — хурав пулмаллах.

Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев та пулăшу кирлипе çыхăннă чылай ĕçе асăнчĕ: «Паха тĕрĕ» фабрика валли çĕр лаптăкĕ тупасси, çулсене юсасси тата ытти те. Карачурара çĕнĕ шкул кирлĕ — кивви тĕревсем çинче тытăнса тăрать теме те пулать. Ял пысăклансах пырать, унта нумай хутлă çуртсем тума пуçлас шухăш та пур. Хула çумĕнче пулнă май халь çынсем унти дачăсенче те пурăнма пуçланă — 15 çын пропискăра.

«Юрма» агрохолдинг тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Вăл аш-какай производствине палăрмаллах, 22%, чакарнă та — сăлтавне шырарĕç. Фабрика ертӳлĕхĕ «такăннине» йышăнать. Чăх тушкисен виçи унччен 2-2,2 кг пулнă, халь — 1,8 кг кăна, çакă экономикăна витĕм кӳни куçкĕрет. Хуçа улшăннă май капланса çитнĕ чылай ыйтупа тимлĕ ĕçлеме тивнĕ. Çав шутра — Шупашкара усал шăршăпа тарăхтарнă каяшсен ыйтăвĕпе.

Çак тата ытти ĕç производствăна чăрмантарнă. Анчах тĕллевсем пысăк — аш-какай производствине самай пысăклатасшăн, çак тĕллевпе Улатăрти комбикорм завочĕн хăватне икĕ хут таранах ӳстересшĕн, аш-какая шăнтмашкăн холодильниксене тулли хăватпа ĕçлеттерсе ямалла — çакăн валли вун-вун миллион тенкĕ инвестици хывма хатĕр. Кайăксен пĕр пайне усрамашкăн айккинче ферма кирлĕ – «Чăваш бройлерĕн» пушă фермисене туянас шухăш пур. Чăн та, Сергей Артамонов ку шухăша халех тӳрре кăларасси чăрмавлине палăртрĕ. Министерство, паллах, хирĕç мар, анчах малтан «Чăваш бройлерĕн» панкрутлăх процедурисене вĕçлемелле.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас