Халăха массăллăн вакцинацилес ĕç пуçланнă

18 Кăрлач, 2021

Республикăра коронавирусран сыхланса халăха массăллăн вакцинацилес ĕç пуçланнă. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, кăмăл пуррисем прививка тума телефонпа 122 номерпе, сиплев учрежденийĕсен регистратурисене шăнкăравласа е патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă çырăнма пултараççĕ. Граждансенчен 2 пине яхăн заявка йышăннă та ĕнтĕ. Çав вăхăтрах министр вакцинаци тумашкăн çырăннă çынсем сиплев учрежденийĕсене вăл е ку сăлтава пула пыраймаççĕ пулсан кун пирки маларахах шăнкăравласа асăрхаттарма ыйтрĕ, çакă вакцинăпа тухăçлă усă курассине тивĕçтерме кирлĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас