Хăрушсăрлăха тивĕçтерессинче вак-тĕвек çук

27 Çурла, 2021

Республикăри 883 вĕрентӳ организацийĕнчен 776-шĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр. Çакăн пирки эрнекун Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата унăн сиенне пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен юлнă вăхăтпа усă курса ытти шкулпа шкулчченхи вĕрентӳ организацийĕнчи ĕçсене те май пур таран вĕçлеме тăрăшмалла. 357 шкул хатĕрлĕхне çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлнех çирĕплетнĕ. 53 шкул капиталлă юсавра пулнă, пысăк пайĕнче ĕçсене вĕçленĕ. Анчах 17-шĕнче алăксем Пĕлӳ кунĕ тĕлне уçăлса ĕлкĕреймĕç. Çавна май ачасен кӳршĕ ялсенчи шкулсенче вĕренме тивĕ, аслă классенче дистанци мелĕпе те усă курĕç. Ларура çак условисенче коронавирусран сыхланмалли мерăсене пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлине пайăррăн палăртрĕç.

Çавăн пекех шкулсенче терроризмран, пушарсенчен сыхланасси тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Тревога сигнализацийĕ, видеосăнав — çак тата ытти мелпе туллин усă курмалла. Шел, çитменлĕхсем çук мар. Олег Николаев ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçре вак-тĕвек çуккине палăртрĕ, пĕтĕмпех тĕплĕ шута илме, тимлĕхе ӳстерме чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас