Хавхалану валли ĕç вырăнĕсем кирлĕ

14 Юпа, 2020

Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программине улшăнусем кĕртесси Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Программăна тӳрлетме тивнин сăлтавĕ — ĕçсĕрлĕх пысăкланни.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, программа валли малтан палăртнинчен чылай пысăкрах укçа кирлĕ. Çак укçа федераци бюджетĕнчен килет. Сăлтавĕ — çулталăк пуçланнăранпа республикăра ĕçсĕррисен шучĕ 6 хут пысăкланни. Юпа уйăхĕн варри тĕлне вĕсен шучĕ 25371 çынпа танлашнă. Çавăнпа хушма укçа кирлĕ. Ку, паллах, коронавирус тапхăрĕнче ĕçсĕр юлнисене паракан тӳлеве пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарнипе, пуш уйăхĕнчен тытăнса карантин вăхăтĕнче ĕçлеме пăрахнисене пулăшма тивнипе сăлтавланнă.

Паян субсиди илекенсен йышĕ 13,6 пин çынпа танлашать. Министр пăшăрханăвне пытармарĕ: пособи виçи аваннине кура пысăк йыш ĕçе вырнаçассишĕн те çунмасть. Ĕçлев центрĕсем эрнесерен 1,3-1,5 пин çынна ĕçе вырнаçтараççĕ пулин те пĕтĕмĕшле йыш чакмасть. Çавăнпа ĕнтĕ пĕлтĕр çынсене ĕçсĕрлĕхшĕн пĕтĕмпе те 339 миллион тенкĕ пособи тӳленĕ пулсан кăçал ку виçе халех 1,4 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Алена Геннадьевна Мускав уйăрнă укçа çынсемпе юпа уйăхĕшĕн татăлмашкăн çитмессе пултарасси пирки пăшăрханать. Çулталăк вĕçлениччен вара тата 284 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Министр ĕç-пуçа куçран вĕçертменни пирки каларĕ, Мускав пулăшасса шаннине палăртрĕ.

Олег Николаев кăçал ĕçсĕр çынсене пулăшма кăна федераци бюджетĕнчен 1,1 миллиард тенкĕ хушма укçа илнине ырланипе пĕрлех пособипе кăна пурăнма хирĕç мар çынсемпе ĕçлемеллине палăртрĕ: вĕсене ĕçлеме хавхалантарса, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе…

Ларура Сăр тата Хусан оборона чиккин строительствин 80 çулне халалланă асăну медалĕн эскизне хатĕрлемелли конкурс положенине ырларĕç. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов палăртнă тăрăх, медаль патшалăх наградисен шутне кĕмĕ, хавхалантармалли награда пулĕ. Олег Николаев хайхи оборона чиккине тунăранпа 80 çул çитнине уявласси республикăшăн пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ — ку енĕпе пурнăçламалли ĕç пысăк. Тепĕр саманта та палăртрĕ: Алла Салаева çак кунсенче Мускавра канашлăва хутшăннă, унта сӳтсе явнă ыйтусен шутĕнче халăхăн ĕçри паттăрлăхне халалланă монумент тăвасси те пулнă — сăмах федераци пĕлтерĕшлĕ сумлă палăк пирки пырать.

Физкультурăпа спорта аталантармалли программа та улшăнĕ — тӳрлетӳсене симĕс çутă пачĕç. Спорт министрĕ Василий Петров вĕсемпе паллаштарнă май йĕлтĕр роллер трасси тăвассине, «Труд» стадионăн тата Спортмин çумĕнчи шкулăн футбол уйĕсене реконструкцилессине çирĕплетрĕ — çакăн валли укçа кирлĕ. Чăн та, программа хăй хакланмĕ, ытти «статья» валли уйăрнă укçана асăннă ĕçсем валли ярĕç. Çав шутра Раççей пĕрлештернĕ командисен йышĕнчи ентешсене тӳлекен укçа, çавăн пекех ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем валли каякан тăкаксем /апатлану расхучĕсене, сăмахран, 2013 çултанпа пĕр пус та ӳстермен/ пысăкланĕç.

Тӳрлетӳсене ырланипе пĕрлех Чăваш Ен Пуçлăхĕ патриотизм пирки те аса илтерчĕ: спортсменсене аталантарма республика бюджетĕнчен укçа уйăратпăр, анчах хăшĕсем пысăк çитĕнӳсем тума пуçлаççĕ те — урăх регионсен чысне хӳтĕлеме тытăнаççĕ. Олег Алексеевич шучĕпе, апла пулмалла мар, Спорт министерствине çакна шута илме сĕнчĕ.

Укçа ыйтăвĕсем татах пулчĕç. Маларах бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма йышăннине кура халь Общество палатин аппарачĕн, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн автобазин, ветеринари ĕçченĕсен укçине те ӳстерессине ырларĕç. Чăн та, ăмсанмалăх çук, ӳсĕм пысăк мар — 3% шайĕнче.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас