Хĕл Мучи Резиденцийĕ уçăлнă

21 Раштав, 2020

Çĕмĕрле хулин пĕр паркĕнче хĕллехи юмах хуçаланма тытăннă — унта Хĕл Мучин Резиденцийĕ ĕçлет.

Ташă лапамĕнче Çĕнĕ çул эрешĕпе капăрлатнă чатăр вырнаçнă, вăл кулленех хăйĕн патне илĕртет.

Резиденцире кашни кунах 4 сехетрен пуçласа 5-чен сăн ӳкерĕнме пулать. Канмалли кунсенче çак вăхăтрах вара Хĕл Мучипе Юр пике хăнасене кĕтсе илĕç, вĕсемпе сăн ӳкерĕнĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас