Хĕрсем кубок çĕнсе илнĕ

3 Пуш, 2021

Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи «ЧГУ-Атланта» баскетбол команди студентсен лигин чемпионатĕнчен çĕнтерӳпе таврăннă. Çавна май университет спортзалĕнче пресс-конференци иртрĕ.

Унта ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, спорт министрĕ Василий Петров, ЧР баскетбол федерацийĕн ертӳçи Сергей Худаев хутшăнчĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, «ЧГУ-Атланта» хĕрĕсене пирĕн республикăра çитекенни çук. Чăваш баскетболисчĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче Чăваш Ен чысне ăнăçлă хӳтĕлеççĕ. Акă иртнĕ çулсенче пирĕн хĕрсем Раççейри студентсен спорт клубĕсен ассоциацийĕн чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, суперлигăра виççĕмĕш пулнă.

Никита Иванов тренер каланă тăрăх, кăçалхи тупăшура та хĕрӳ пулнă. «Пирĕн команда финалта Екатеринбург баскетболисчĕсене 73:62 шутпа парăнтарса кубока тивĕçрĕ. Сăмах май, пĕлтĕр те çак ăмăртурах ку командăпа виççĕмĕш вырăншăн кĕрешрĕç. Телее, хĕрсем маттуртарах пулчĕç», — терĕ Никита Алексеевич. Чемпионат пĕтĕмлетĕвĕпе Вероника Михалева — «Чи лайăх хӳтĕлевçĕ», Анастасия Макарьева «Чи лайăх форвард» ятсене тивĕçнĕ.

Сăмах май, «ЧГУ-Атланта» баскетбол команди 2014 çулта чăмăртаннă. Коллективра — сакăр çын. Вĕсем университетăн тĕрлĕ факультетĕнче пĕлӳ илеççĕ. Команда капитанĕ Анна Чубарова управлени енĕпе вĕренет. Баскетболпа 14 çул каяллах туслашнăскер вĕренӳре те ĕлкерсе пыма тăрăшать.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн  ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас