«Хĕвеллĕ мулкач» алăкĕсене яриех уçрĕ

13 Çурла, 2021

Çапла ят панă Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонти ача садне. 110 вырăнлă 210-мĕш садике паян уçрĕç. Савăнăçлă пулăма Шупашкар хули 552 çул тултарнине халалланă.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Олег Кортунов тата ыттисем хутшăнчĕç. Пысăк хăнасем асăннă микрорайонта пурăнакансене Шупашкар хулин кунĕ тата çĕнĕ садик уçăлнă ятпа ăшшăн саламларĕç. Шупашкар яланах ачалăх хули пулнине палăртрĕç. Çитес вăхăтрах «Хĕвеллĕ» микрорайонта шкул тума пуçлассине пĕлтерчĕç.

Таллеров урамĕнче 16-мĕш çуртра вырнаçнă шкул çулне çитмен ачасен учрежденине «Трест-11» ООО çĕкленĕ. Ăна тума 80,2 миллион тенкĕ тăкакланă. Сăмах май, çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енре тата 9 садик хута яма палăртнă.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

 

Рубрика: 

Комментари хушас