Химиксем юмахри сăнарсем пек асамлаççĕ

20 Ака, 2021

Тĕпчевсем тума пулăшас тĕллевпе РФ Президенчĕ çамрăк ученăйсене грантпа хавхалантарать. Кăçал ку премие И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ĕçченĕсем Анастасия Алексеевăпа Михаил Иевлев тивĕçнĕ.

Акă Анастасия Юрьевнăна ку гранта иккĕмĕш хут панă. Вăл — РФ Правительствин, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, республикăри чи лайăх çамрăк ученăй. Хими наукисен кандидачĕ çутта туякан çĕнĕ молекулăсен уйрăмлăхĕсене тĕпчет. «Вĕсемпе тĕрлĕ сăрă, хĕвеллĕ батарейка, меддиагностика оборудованийĕ тунă чухне усă курма пултараççĕ. Ку ыйтупа эпĕ 2014 çултанпа ĕçлетĕп», — терĕ Раççейри чи лайăх çамрăк ученăй. Михаил Иевлев химипе фармацевтика факультетĕнчен 2015 çулта вĕренсе тухнă, тепĕр икĕ çултан кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Вăл та тĕрлĕ стипендие тивĕçнĕ, Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк аспиранчĕ», «Чи лайăх çамрăк ученăй» конкурссенче мала тухнă. «Манăн тĕпчевсем çут çанталăка варалассине тĕрĕслеме тата меддиагностика меслечĕсене аталантарма май парать», — каласа кăтартрĕ Михаил Юрьевич. Вăл университетра пултаруллă çамрăк нумай пулнине палăртрĕ. Çамрăк вĕрентекен Никита Майоров магистранта тата Мария Шишликова аспиранта тĕпчеве явăçтарнă, вĕсем пĕрле проекта пурнăçа кĕртĕç.

Çамрăк тĕпчевçĕсене Алла Салаева вице-премьер, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров саламларĕç. Андрей Юрьевич каланă тăрăх, кунашкал грантсене аслă шкул ĕçченĕсемпе студенчĕсем темиçе хут та тивĕçнĕ, ку енĕпе уйрăмах химипе фармацевтика факультетĕнче вĕренекенсем малта. «Çамрăксене пĕрремĕш курсрах ăслăлăх ĕçне явăçтарма тăрăшмалла. Аслă шкултан вĕренсе тухнă тĕле вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕ те йĕркеленсе çитет», — терĕ ректор. Алла Леонидовна ученăйсен пултарулăхĕнчен тĕлĕннине палăртрĕ. «Наука çыннисем — хăйне евĕрлĕ çынсем. Вĕсем пурнăç çине те урăхла пăхаççĕ, вĕсен шухăшлавĕ те урăхла. Шалти туйăмпа чун туртăмĕ çук пулсан çав ĕçе тăваймастăн. Ученăйсен ĕçĕ ăслăлăха малалла аталантарма пулăшать. Вĕсене ман юмахри сăнарсемпе танлаштарас килет: асамласа çулăм кăларма, çутатма пултараççĕ», — терĕ вĕрентӳ министрĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас