Хуракасси ялӗнче асӑну комплексне уҫма хатӗрленеҫҫӗ

22 Çурла, 2021

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче хӑрушӑ пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет.

Ҫав пушарта 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса вилнӑ. Ку халӑхшӑн тӳрленми суран. Ҫавна май Хуракасси ҫӑви ҫинче асӑну комплексӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Федорович Угаслов тӑрӑшнипе комплексӑн тӗп вырӑнӗ "Хурланакан амӑшӗ" палӑк пулӗ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вырӑна ҫитерсе вырнаҫтарнӑ. Палӑк авторӗ Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Нагорнов-Тутимӗр.
"Хурланакан амӑшӗ" 4 метр тӑршшӗ.

Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну комплексне чӳкӗн 5-мӗшӗнче уҫӗҫ.

www.hypar.ru ЧНК сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас