Хушусем тӳрех вăя кĕреççĕ

21 Юпа, 2022

Халăхăн пĕр пайне мобилизацилессипе, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама, оборона промышленноçĕн предприяти-организацийĕн, транспорт ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тытса пыма РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре оперативлă штаб туса хунă.

Паян республика ертӳçи Олег Николаев штабăн анлă ларăвне ирттерчĕ. Канашлăва политика партийĕсен, общество организацийĕсен, ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, мобилизациленнисен, хăйсен ирĕкĕпе тата контракт мелĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем валли федераци шайĕнче палăртнă çăмăллăхсемсĕр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетнисем те пур. Çак шута ачасене шкулта икĕ хутчен тӳлевсĕр вĕри апат çитерни, садике, хушма вĕрентӳ заведенийĕсене, спорт учрежденийĕсене çӳренĕшĕн тӳлемелле марри, пĕчĕклетнĕ процентлă ипотека, ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕ кĕреççĕ.

Çак мерăсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 400 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, çапла майпа 600 яхăн ача тӳлевсĕр апатланма, 500 яхăн ача тӳлевсĕр садике çӳреме пултарĕ. Кунсăр пуçне пысăк муниципалитетсенче предприяти ертӳçисем ыйтнипе садиксенче дежурнăй ушкăнсем йĕркеленĕ.

Алена Елизарова çемьесене социаллă хӳтлĕхпе тивĕçтерессине те палăртрĕ. «Мобилизациленнисен ватă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене пăхма социаллă ĕçченсене çирĕплетĕç, мăшăрĕсене професси пĕлĕвĕ илме, квалификацие улăштарма, пособисемпе тӳлевсен докуменчĕсене хатĕрлеме, хуçалăха газ кĕртме компенсаци парса пулăшĕç», — терĕ министр. Çавăн пекех вăл муниципалитетсенчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче координаци канашĕсем туса хурассине пĕлтерчĕ.

Олег Николаев ĕçлев министрĕпе пĕрле муниципалитетсен ертӳçисене кашни çемьене мĕн кирлине палăртма, вĕсен кашни ыйтăвне тăсса ямасăр татса пама, патшалăх палăртнă пулăшу мерисемпе туллин усă курма майсем туса пама, çемьесен социаллă паспортне хăвăртрах туса пĕтерме тĕллев латрĕ. «Пуçлăх хушăвĕсем тӳрех вăя кĕреççĕ. Çавăнпа та хушма документсем пуласса кĕтмелле мар, хыççăнах пурнăçлама тытăнмалла, — терĕ Олег Николаев. — Çынна паян мобилизациленĕ пулсан — ыранах унăн ачисене тӳлевсĕр апат çитерме пуçламалла».

ЧР Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ертӳçи Сергей Павлов мобилизациленнисем çар ĕçне вĕренекен чаçсене экипировкăсем кайса пани çинчен пĕлтерчĕ. «Мĕн кирлине палăртнă. Япаласен пĕр пайне туяннă, ыттине пĕчĕккĕн илсе пыратпăр», — терĕ вăл.

Сăмах май, халăхăн пĕр пайне мобилизациленипе, çар çыннисен çемйисем çинчен палăртнă çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусене 122 телефонпа шăнкăравласа уçăмлатма пулать. Çавăн пекех help21.ru сайт ĕçлет.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас