Хутшăнусем çирĕпленеççĕ

27 Чÿк, 2020

Паян Чăваш Енре Тутарстан кино кунĕсем пуçланчĕç.

Тĕп хулари Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Чăваш автономи облаçне тата Тутар автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Тутарстан кино кунĕсем савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕç.

Мероприятие хăнасен енчен «Тутаркино» учреждени директорĕ Миляуша Айтуганова тата Эльмира Байрамова, Фаина Харитонова, Диля Нигматуллина актрисăсем хутшăнчĕç, пирĕннисенчен — ЧР Культура министерствин архивсен секторĕн заведующийĕ Татьяна Малеева, ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков, «Чăвашкино» патшалăх киностуди директорĕ Андрей Абдюшев, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай.

Пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашнă хыççăн кунтах хăнасем илсе килнĕ фильмсене — туллиметражлă «Апипа» тата кĕске метражлă «Остазбике», «Нигез йорг» ĕçсене — кăтартрĕç.

Ыран çав ĕçсемпех Комсомольски районĕнчи Урмаелте пурăнакансем, чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелсем паллашĕç.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 

Комментари хушас