«Хыпар» хаçата онлайн мелпе мĕнле çырăнса илмелле?

25 Юпа, 2021

Чи малтанах Раççей Почтинче регистрациленмелле: хăвăрăн хушамата, ятăра, аçăр ятне палăртмалла; адреса, телефон номерне, электрон почтăн адресне кăтартмалла. Кăмăл пулсан укçа карттине те тӳрех çирĕплетме юрать.

Хаçат çырăнма «Подписка на журналы и газеты» пая кĕмелле, вăл приложенирен Раççей Почтин сайтне илсе каять, çавăнпа логинпа пароле тепĕр хут ыйтма пултарать. Хамăрăн республикăра тухса тăракан хаçата çырăнас тесен хулана тĕрĕс палăртмалла. Çӳлти сылтăм кĕтесри виçĕ йĕркеллĕ палла пусатăр та хула ятне çырнине шыраса тупатăр /унта Чулхула, Пермь е ытти пулма пултарать/, ун вырăнне хăвăр пурăнакан хула е ял ятне çырăр. Пирĕн тĕслĕхре — Шупашкар.

Унтан шырав йĕркинче «Хыпар» сăмах çырмалла, тупса панă тĕслĕхсенчен кирлине суйламалла. Малалла хаçата мĕнле адреспа тата кам патне илсе çитермеллине кăтартмалла.

Çакăн хыççăн хăш уйăхсенче çырăнас шухăшлине паллă тумалла. Пĕтĕмпех палăртсан çакна «карçинккана» ăсатмалла. Унтан «карçинккана» пусса кĕмелле те çырăнтарушăн банк карттипе тӳлемелле.

Пĕтĕмпех ăнăçлă ирттернĕ хыççăн сирĕн электрон почтăна хаçат çырăннине ĕнентерекен касса чекĕ килĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас