Ӗнерхи ĕçе ырана хăварни — юрăхсăр

22 Çурла, 2022

Коронавирус хăйĕн пирки манма памасть — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн каллех çак темăран пуçлама тиврĕ.

Чирленисен йышĕ пысăклансах пырать. Çавна май Олег Николаев вакцинаци, дезинфекци пĕлтерĕшĕ çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Инфекци сарăлас хăрушлăх пысăк вырăнсенче маска режимĕпе усă курмалла. Хальлĕхе ку требовани медицина учрежденийĕсенче кăна вăйра. Шăрăх çанталăк тăнине кура влаçсем ку енĕпе çирĕп ыйтман, анчах ĕç-пуç мĕнлерех аталаннине кура халăх йышлă пулакан ытти вырăнта та çынсене маска тăхăнма хистемшкĕн тивет-тĕр.

Сыхлăха çирĕплетмеллине Олег Алесеевич вĕренÿ çулĕ пуçланассипе те сăлтавларĕ. Ачасем шула çÿреме тытăннă хыççăн инфекци чирĕсем вăй илесси çулленех пулать, коронавируса пула хăрушлăх пушшех пысăк — çавăнпа асăрханмалла. Вăл грипран сыхланмалли иммунизаци енĕпе ĕçлемелли çинчен те аса илтерчĕ — ку чиртен упранмалли вакцина та çителĕклĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăра COVID-19 38678 çынна ернине палăртнă. Стационарта халь 161 çын выртать. Амбулатори мелĕпе 1843 çын сипленет — çак кăтарту пĕр эрнере икĕ хут пысăкланнă. Юлашки талăкра кăна 327 çын чирленине палăртнă.

Канашлура республикăн кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, строительство, ял хуçалăх отраслĕсем ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ — вĕсен кăтартăвĕсем ирнĕ çулхи çак тапхăрти шайран пысăкрах. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе пушшех лайăх ĕçлени курăнать — кăтарту 142 процентпа танлашнă. Инвестицисен калăпăшĕ те самай, 15 процент, хушăннă. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 39,1 пин тенке çитнĕ — 15 процент пысăкланнă.

Шел, инфляци Раççейри вăтам шайран та кăшт пысăкрах – 11,1 процент. Палăртни вырăнлă: хаксем тĕпрен илсен пуш уйăхĕнче тăруках хăпарнă, халь вара виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ дефляци палăрать. Промышленноç ниепле те тулли хăватпа ĕçлесе каяймасть — унăн кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен 1,6 процент чакнă. Çапах отрасль алă уснăн туйăнмасть — Дмитрий Иванович «АБС Электро», «Чăвашторгтехника», «Промтрактор», «Чăвашкабель», «Элара», ытти предприяти производствăна ÿстернине палăртрĕ.

Строительство министрĕ Павел Данилов граждансене 2017 çулччен авари пулма пултараканнисен шутне кĕртнĕ пурăнмалли çуртсенчен куçармалли программăпа мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Республика ăна çитес çул варринче вĕçлеме хатĕр. Пĕтĕмпе 24 çуртри 528 çынна куçармалла. Шупашкар хулипе районĕнче хăйсен çыннисене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелли контрактсене туса пĕтернĕ — ыйтусем пулмалла мар. Ытти районта та ку енĕпе ĕçлеççĕ — палăртни вăхăтра пурнăçланасса шанма пулать.

Çурт-йĕр тенĕрен, Олег Николаев çичĕ тата ытларах ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва çĕклерĕ. Кун пирки вăл хăй указ кăларнăччĕ. Документа алă пуснă чухне çавнашкал 19 çемье пирки сăмах пулнă. Анчах указа пурнăçлас енĕпе ĕçлеме тытăнсан кĕтмен çĕртен çакă палăрнă: унашкал çемьесем ытларах иккен — указра палăртнă çăмăллăхпа 31 çемье усă курма пултарать. Çавна май вĕсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермешкĕн укçа та ытларах кирлĕ — Олег Алексеевич пĕтĕмпе 180 миллион тенкĕ уйăрассине çирĕплетрĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çынсен пуçарăвĕсем çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçлас ĕç çинчен каласа пачĕ. Халăхшăн çак ĕç интересли куçкĕрет — проектсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Кăçал вĕсен шучĕ 862-пе танлашнă, вĕсене пурнăçлама 981 миллион тенкĕ уйăрнă. Ытларахăшĕ çулсем тăвассипе, вĕсене юсассипе, коммуналлă хуçалăх инфратытăмĕпе, çынсен кану вырăнĕсене йĕркелессипе çыхăннă. 2022 çул валли палăртнă проектсен çуррине пурнăçланă ĕнтĕ. Ыттисем?

Хăш-пĕр проект тĕлĕшпе контрактсем те туман иккен. Олег Николаев кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Вăл çак проектсем валли укçа уйăрассине иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнчех палăртнине аса илтерчĕ. Апла тăк контракт тăвас енĕпе те раштаврах ĕçлеме пуçламашкăн май пулнă. Çапла тусан чылай проект çу уйăхĕнчех пурнăçланатчĕ - çынсемшĕн халех савăнăç пулатчĕ. «Мĕншĕн çулталăк вĕçне хăвармалла — кайран ĕçсене паттăрлăх кăтартса васкавлăн вĕçлемелле? Çапла ĕçлени — юрăхсăр...» — терĕ вăл.

Иртнĕ юнкун Пичет çуртне хирĕçех — тĕп хулари Мир проспектĕнче — пулнă пăтăрмах та калаçтарчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Осипов 33-мĕш маршрутпа пассажирсене илсе çÿрекен автобус çунса кайнă тĕслĕх çинчен каланă май кунашкалли хулара маларах та пулнине аса илтерчĕ. Иртнĕ çулсенче те маршрут çинчи транспорта вут-çулăи ярса илнĕ икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Тĕлĕнмелле те, çав тĕслĕхсенече те 2019 çулта туса кăларнă «Лотос» автобуссем çуннă. Çавна май вăл ку автобуссене вăхăт çитмесĕрех тепĕр хут техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма сĕнчĕ. Çак техника кăлтăклă пулни çирĕпленчĕ тĕк завод тĕлĕшпе претензи тăратмалла.

Олег Николаев шучĕпе вара ку кăна çителĕксĕр. Пĕчĕк автобуссен водителĕсем правилăсене уяманни, хăйсене çулсем çиче сĕмсĕр тытни — çакă та пăшăрхантарать. Çунса кайнă автобус техника тĕрĕслевĕнче пулни паллă, анчах пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланă-и — çак тата ытти саманта та уçăмлатмалла. Çавăнпа вăл ку енĕпе ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хума сĕнчĕ. Унăн ыттипе пĕрлех пассажирсене илсе çÿрекен транспорта хуçисем мĕнле тата ăçта упранине те тĕпчемелле. Юрать, ку тĕслĕхре пушар уçă çĕрте плнă, ăна вăхăтра асăрхаса водитель пассажирсене салонран кăларнă — никам та, ытти транспорт та сиенленмен. Калăпăр, автобуссене водительсем каçхине çуртсен картишĕсенех лартаççĕ пулсан? Унта уйрăм çынсен транспорчĕ туп-тулли, çавна май çунакан машинăна айккинелле илсе тухма та, ун патне çывăха пыма та май пулмĕ — пысăк инкек пуласси те часах.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас