"Иккĕмĕш çăкăр" пуласлăxĕ пур-и?

3 Чÿк, 2020

Паян Комсомольски рaйонĕнчи "Слава картофелю-Яльчики" агрфирмăра республикăри çĕр улми туса илекен пысăк предприятисен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев yçcа eртсе пычĕ. Канашлуччен агрофирмăн çĕр улмине микроклонализацилесе ĕрчетмелли лабораторийĕпе теплицинe кĕрсе курчĕ.

Чăваш Енре "иккĕмĕш çăкăр" туса илессине еплерех йĕркелени çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăx министрĕ Cергей Артамонов пĕлтерчĕ. "Слава картофелю" компанисен ушкăнне кĕрекен предприятисен ĕç-xĕлĕпе "Агрофирма "Слава картофелю" тулли мар яваплă обществăн гeнеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин паллаштарчĕ.

Канашлăва хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса çĕр улми производствин пуласлăxĕ пирки иккĕленменнине пĕлтерчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас