Инфратытăм тавлаштарать

16 Чÿк, 2021

Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕнче инфратытăм валли уйăракан бюджет кредичĕсемпе усă курассине анлăлатма сĕннине хуравласа финанс министрĕ Михаил Ноздряков ку укçапа çĕнĕ строительство валли кăна усă курма ирĕк пуррине çирĕплетрĕ. Коммуналлă сетьсем нумай çĕрте юхăнса çитни уншăн та вăрттăнлăх мар — вĕсене çĕнетмелле, анчах сетьсем валли урăх çăл куç кирлĕ. ЖКХна реформăламалли фонд пулăшас шанăç пур — унăн программине кĕрес тĕллевлĕ.

Нумай ачаллă çемьесене Муркаш районĕнче темиçе çул каяллах çĕр лаптăкĕсем панă, анчах унта халь те тивĕçлĕ инфратытăм çук — çынсем строительство пуçарайманшăн кулянакан депутат та тулли хурав илчĕ. Министр унашкал çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăракан укçа виçи çуллен пысăкланса пыни çинчен каларĕ, анчах ăна ĕçе хывасси уксахлать — 70% кăна усă курнă. «Çивĕч ыйту укçа çуккипе мар, çав укçапа туянмашкăн кирлĕ стандартсене тивĕçтерекен хваттерсем çуккипе сăлтавлăннă», - терĕ вăл. Чăн та, Строймин кăçал уйăрнă укçапа 100% усă курма шантарать-мĕн. Çĕр лаптăкĕсем патне электричество, газ, шыв сечĕсене илсе пырассине илес тĕк, ун шучĕпе, инфратытăм строительствине пуçармашкăн пĕртен-пĕр критери пулмалла — вăл е ку лаптăкра миçе çемье çурт тумашкăн пуçлама хатĕрри.

Тĕп доклад хыççăн сăмах илмелли ирĕкпе кашни фракциех усă курчĕ. «СР» фракцийĕн лидерĕ Игорь Моляков сад ĕрчетекенсене, пахчаçăсене пулăшас енĕпе нимĕн те туманнине сивлет. Александр Андреев коммунист вăрçă ачисене укçан пулăшма, нумай ачаллă çемьесен тĕслĕхĕпе çар çапăçăвĕсене хутшăннисене те транспорт налукĕнчен хăтарма ыйтать.

Николай Степанов «пенсионер» строительсене кăшт хĕстерме сĕнет: «Хысна шучĕпе инфратытăм тăватпăр, çав территорисенче строительство компанийĕсем çурт-йĕр çĕклеççĕ — инфратытăм лайăххине пула вĕсен тăваткал метрĕсем хакланаççĕ. Эппин, вĕсен хăйсен хваттерĕсен пĕр 10% социаллă тĕллевсем валли уйăрмалла». Вăл çавăн пекех хулари çуртсенчи лифт хуçалăхĕ кивелсе çитнине палăртрĕ — ăна граждансен вăйĕпе кăна çĕнетме май çук.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас