Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессине пăхса тухнă

23 Пуш, 2022

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ куçми пурлăха регистрацилесси çинчен калакан саккуна пурнăçламалли уйрăмлăхсене тишкерчĕ. Малашне нумай функциллĕ центрсем пурлăха кадастр енĕпе шута илессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе вырăна тухса та тивĕçтерĕç. Паллах, ку пулăшу тӳлевлĕ пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инвалидсене çак тӳлеврен хăтарнă. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме бюджетран хушма укçа уйăрмалла, анчах, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, граждансем пулăшушăн тӳлев хывасси ĕçлесе кайсан бюджетăн çак тăкакĕпе çыхăннă статьяна çĕнĕрен тишкерме май пулĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова предприятисенче инвалидсене ĕçе йышăнмалли квотăсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ. Инвалидсене обязательнăй майпа ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине саккунпа çирĕплетнĕ. Вăл 101-500 çын ĕçлекен оргаизацисенче инвалидсем валли 1 ĕç вырăнĕ, 501 тата ытларах çын вăй хураканнисенче 2 ĕç вырăнĕ уйăрмалли квотăсене çирĕплетме сĕнчĕ — Правительство çак сĕнӳпе килĕшрĕ.

Ларура çавăн пекех патшалăхăн «Сывлăх сыхлавĕ» программине кĕртме сĕннĕ улшăнусене «симĕс çутă» пачĕç — эмелсем туянмалли, пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ валли уйăракан укçа виçи хушăнать. Укçапах çыхăннă тепĕр йышăну — перекете пырса тивекенни. Патшалăх тата муниципалитетсен контракчĕсенчен перекетленнĕ укçа кирли çинчен унпа усă куракансем Финанс министерствине 5 кунра пĕлтермерĕç тĕк — çав укçа Министрсен Кабинечĕн резерв фондне куçать. Çакна Финанс министерстви геополитика лару-тăрăвĕ улшăннипе, республика бюджетне пурнăçланă чухне тухса тăма пултаракан йывăрлăхсене сирмеллипе сăлтавлать.

…Кун йĕркинчи ыйтусен тишкерĕвĕ вĕçленчĕ, анчах Олег Николаев микрофона сӳнтерме тăхтарĕ — Правительство членĕсенчен пĕрне асăрхаттарчĕ: «Алексей Олегович, эсир инçетре пулни канашлусене кая юлма ирĕк памасть. Сире черетлĕ хут асăрхаттаратăп…» Сăмах Мускавра ĕçлекен Алексей Ладыков вице-премьер пирки пынине кашниех ăнланчĕ — вăл ВКС мелĕпе йĕркеленĕ ларăва хутшăнмашкăн экран умне вăхăтра пырса ларайман. Кашнинпех пулма пултарать, анчах Олег Николаев кунашкаллишĕн кама та пулин çапла халăх умĕнче намăслантарнине илтмен — «черетлĕ асăрхаттару» хыçĕнче тем пытанмасть-ши?

www.hypar.ru
 

Комментари хушас