Инвестици — ытларах

10 Юпа, 2022

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев  ирттерекен тунтикунхи канашлура тĕп капитала хывакан инвестицисемпе çыхăннă ĕçпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Инвестицисен виçи кăçал палăрмаллах, 48%, пысăкланнă — 33,3 миллиард тенке çитнĕ. Маларах палăртнă инвестици портфелĕнче 285 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 453 проект пулнă. Халĕ вĕсене çĕнĕрен тишкерсе хакланă — 262 миллиард тенкĕлĕх хăварнă. Хăш-пĕр муниципалитетра — чакнă, хăшĕ-пĕринче — нумайланнă. Сăмахран, Патăрьел районĕнче 29 проекта пăрахăçланă, Красноармейски тăрăхĕнче вара 10 проект хушăннă.

Республикăра çĕнĕ производствăсем ĕçлесе каяс шанăç пысăк. Дмитрий Иванович пысăк инвестицисемпе çыхăннă чылай проекта асăнчĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енре «Сăрт-ту машинисем» компани представителĕсем пулнă. Кунта, «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕнче, шахтăсенче ĕçлемелли техника туса кăларма пуçлаççĕ. «Звениговский» аш-какай комбиначĕн çур миллиард тенкĕлĕх проекчĕ, çĕнĕ 140 ĕç вырăнĕ кÿрекенскер, тÿрре тухать те ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пĕлтĕр строительство пуçарнă, пирвайхи цеха хута яма та ĕлкĕрнĕ.

«Звезда 21», «Смак» компанисен логистикăна аталантармалли проекчĕсем те пысăк майсем уçаççĕ. Анчах вĕсем валли çĕр лаптăкĕсем уйăрас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăнă. «Инвесторсен енчен интерес пысăк, — терĕ министр. — Анчах «Звезда 21» валли текен лаптăк арендăра. Çĕрпе усă курмаççĕ. «Смак» валли пăхнă лаптăк та строительство организацийĕн арендинче, анчах вăл унта нимĕнле ĕç те пурнăçламасть».

Çавăн пекех кунта медицина хатĕрĕсем туса кăлармалли проект пур — унашкаллисен аналогĕсем Раççейĕпе те çук. Вăл ăçта вырнаçас ыйтупа ĕçлеççĕ — Канашра е Çĕнĕ Шупашкарта пулĕ. Проект валли Промышленноçа пулăшакан фонд укçа уйăрма палăртать. «Энергогаз» компани 145 миллион тенкĕлĕх проектпа Канашра производство пуçарать. Тепĕр компани çил энергетикине аталантарма хатĕрленет — кунта çил вăйĕпе ĕçлекен генераторсем вырнаçтарасшăн.

Пысăк блоксенчен çуртсем тăвакан завод ĕçлесе каймалла. Унта çур миллиард тенкĕ инвестици хывнă. Завод корпусĕ хатĕр, тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ун валли Лапсар тăкăрлăкне реконструкцилемелле — ку енĕпе ĕçлеççĕ.

Олег Николаев шанчăксăр проектсене инвестици программинчен кăлармалли çинчен асăрхаттарчĕ — Стратеги пуçарăвĕсен агентствин ку енĕпе кăтартусен объективлăхне тивĕçтермелле. «Вăй-хала малашлăхлă проектсем валли кăна тăкакламалла, — терĕ вăл. — Хăшĕ актуаллă мар — вĕсенчен тасалăр. Инвесторсем кунта хăйсене кăтартма кăна килеççĕ, прожектерла пуçарусем сĕнеççĕ тĕк — унашкаллисемпе ĕçлеме кирлĕ мар». «Звезда 21», «Смак» — çакнашкал проектсем тĕлĕшпе вара тимлĕх пулмаллах, вĕсем пысăк усă кÿрĕç. Çапла ĕçлесен кăна влаçа хисеплĕç, пирĕнпе ĕçлес кăмăллисем те ытларах пулĕç.

Экономика темине анлăлатса Дмитрий Краснов уйрăм çынсен технопаркĕсемпе индустри паркĕсем йĕркелес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен те каласа кăтартрĕ. Республика 2021 çулта промышленноç паркĕсем тăвас тĕллевлĕ конкурс суйлавне хутшăннă, унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Машзавод» индустри паркĕ тата «Абат» технопарк йĕркелемелли проектсене суйласа илнĕ — çакăн валли Мускав 994 миллион тенкĕ уйăрнă. Тата тăватă технопарк тĕлĕшпе çывăх вăхăтра йышăну пулмалла — 1,7 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Мускавпа тачă çыхăну тытса ĕçлесен, уçăмлатрĕ министр, çак виçене ÿстерессе те кĕтме пулать.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас