Кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

22 Раштав, 2020

Паян Наци библиотекинче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн тата Министерство çумĕнчи Общество канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта отраслĕн кăçалхи малтанлăха тунă кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç.

Светлана Каликова министр 2020 çул паллă пулăмсемпе — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул — пулăмсемпе, ытти паллă самантпа асра юлнине асăнчĕ. Вĕсене тивĕçлĕ шайра паллă тума коронавирус амакĕ чăрмантарчĕ пулсан та, республикăра пурăнакансем, культура ĕçченĕсем хăйсенчен мĕн кирлине пурнăçларĕç. Уявсемпе çыхăннă мероприятисен пысăк пайне онлайн майĕпе ирттерчĕç.

Светлана Анатольевна çавăн пекех кăçал музейсене, культура учрежденийĕсене, ытти объекта юсас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине асăнчĕ. «Çитес çул вара вĕсем халăха хăй патне туртакан, унта пур пуянлăхпа кăсăклантаракан учрежденисем пулса тăмалла. 2020 çулта çавăн пекех ачасен искусство шкулĕсене инструментсемпе тивĕçтертĕмĕр. Унта вĕренекенсем, пирĕн пулас кадрсем, тивĕçлĕ шайра пĕлӳ илччĕр тетпĕр. Наци политики енĕпе те тунă ĕçсем начар мар — «Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси» çумпрограммăна йышăнни те, Чăваш тĕррин кунне çирĕплетни те чăвашлăх ĕçне вăйлатма пулăшĕ», — терĕ вăл.

Министр çумĕсем Татьяна Казакова, Елена Чернова, Надежда Павлова отрасльти ĕçсене уйрăммăн пăхса тухса тивĕçлĕ хак пачĕç.

Общество канашĕн председателĕ Виктор Бондарев канаш 2021 çулта пурнăçлама палăртнă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ӳкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас