Кандидатсем докуменчĕсене пачĕç

23 Утă, 2020

Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланма хăй тĕллĕн кандидата тăнă Олег Николаев паян çынсем тата депутатсем хăйшĕн алă пуснисене, кирлĕ ытти документа ЧР Тĕп суйлав комиссине пачĕ.

«Маншăн алă пуснă çынсен шучĕ регламентпа пăхнинчен чылай ытларах пулни питĕ кăмăллă. Граждансем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та, хут çине те алă пуснă. Эпĕ вĕсене пурне те тав тăватăп. Çапах ку — суйлав кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ çеç. Умра — пысăк та яваплă ĕç: кандидатсен хушшинче çивĕч конкуренци пуçланать. Хальхи вăхăтра эпĕ Чăваш Республикин çитес пилĕк çулхи аталану программине тăратма хатĕрленетĕп. Ăна республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса хатĕрлесшĕн, çавăнпа унта кашниех хăйĕншĕн мĕн те пулин пĕлтерĕшлине тупма пултарать. Программăра муниципалитетсен 26 пайне тăвасшăн, вĕсенче Чăваш Енри 26 районпа хулан интересĕсене шута илĕпĕр», — терĕ Олег Николаев. Вăл çавăн пекех коммуникаци площадкисем кăсăклă опыт пулнине, вăл ытти регионшăн та интереслине палăртрĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашне кандидатсене вырăнсенчи депутатсемпе тĕл пулма майсем туса панăшăн тав турĕ.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, кандидатсен пурин те хăйсемшĕн алă пуснисене тата ытти документа ыранхи, утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчи, 18 сехетрен кая юлмасăр килсе памалла. «Кандидатсен муниципалитетсенчи депутатсем, хăй тĕллĕн кандидата тăнисен çавăн пекех çынсен алă пуснисене килсе памалла. Документсен шутĕнче пĕрремĕш финанс отчечĕ те пулмалла, унта кандидатăн суйлав фончĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсене кăтартмалла. Кандидат пирки калакан кăтартусенче улшăнусем пур тăк — вĕсем пирки пĕлтермелле. Саккунпа килĕшÿллĕн, регистрациленмешкĕн документсем панă чухне Пуçлăх пулас текенĕн Федераци Канашĕн членĕн виçĕ кандидатурине палăртмалла, шăпах вĕсенчен пĕри Чăваш Республикин интересĕсене РФ саккун кăларакан органĕн çÿлти палатинче хÿтĕлĕ», — ăнлантарчĕ Александр Цветков. Вăл ĕç ушкăнĕ кандидатсен докуменчĕсене 10 кунран кая юлмасăр тĕплĕн тĕрĕслессине пĕлтерчĕ. Çапла вара 10 кун иртсен Тĕп суйлав комиссийĕ ЧР Пуçлăхĕ пулас текен кандидатсен ят-хушаматне пĕлтерĕ.

Олег Николаев РФ Федераци Канашĕн членĕ пулмашкăн Федераци Канашĕн членĕн Николай Федоровăн, РФ Патшалăх Думин Алена Аршиновăн тата ЧР Хисеплĕ гражданинĕн, РФ Геройĕн Николай Гавриловăн кандидатурисене суйланă. «Вĕсен Чăваш Республикине федераци шайĕнче тивĕçлĕн кăтартма, регионăн интересĕсене хÿтĕлеме пултармалла, пирĕн пуçарусене Раççей патшалăх влаçĕн органĕсенче пулăшупа тĕрев кÿччĕр тесе тăрăшмалла. Пирĕн представительсем çак тĕллевсене татса пама пултараççĕ», — уçăмлатрĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Паянах Тĕп суйлав комиссине «Раççей патриочĕсем» парти представителĕ Сергей Матвеев документсем пачĕ. «Муниципалитет «фильтрĕ» витĕр тухма çăмăлах пулмарĕ. 270 депутат алă пуснине пуçтармаллаччĕ те — пуçтартăмăр. Муниципалитетсенче уйăрса панă 25 площадкăри тĕлпулусене хутшăнтăмăр, депутатсемпе канашларăмăр, халăха хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Хамшăн алă пуснă депутатсене пурне те тав тăватăп. Çавăн пекех хамăрăн туслă команда пирки те ырă сăмах каласа хăварас килет. Малашнехи плансем пирки калас тăк — дебатсене хутшăнăп. Çакă — питех те кирлĕ процедура. Паллах, республика аталанăвĕн программине те хатĕрлетĕп. Тĕллев — республика тата унта пурăнакан халăх ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлесси», — терĕ Сергей Матвеев. Вăл РФ Федераци Канашĕн членĕ пулмашкăн «Аргус» пĕрлĕхĕн гендиректорне Денис Скворцова, Владимир Алешин пенсионера тата «Наследие» ыр кăмăллăх фончĕн директорне Владислав Солдатова сĕннĕ.

www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас