Кашăкне тăснă та… — ача çук

19 Ака, 2021

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине Шупашкарти Мир проспектĕнчи пĕр çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнчен ача ӳкни çинчен интернетра хыпар хăвăрт сарăлчĕ. Карнисран вĕçерĕнеспе хайхискер кăшкăрнă. Çакна çывăхри арçын çийĕнчех асăрхаса чупса пыман, ăна тытма хăтланман пулсан инкек мĕнлерех çаврăнса тухасси тавра шухăшлама та хăрушă. Вениамин Егоров 5 çулти Вадимшăн чăн çăлавçа çаврăннă. Республикăри ача-пăча больницинче выртакан шăпăрлан, кунти травматологи уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Ластухин каланă тăрăх, хальхи вăхăтра хăйне пĕтĕмĕшле аван туять, çĕр çине тӳрех ӳкменрен вăйлă аманса пĕтмен вăл.

Ача амăшĕ, çав самантра хăнара пулнăскер, çав кун 5 тата 4 çулсенчи ачисене мĕншĕн хăйсене кăна лартса хăварнă-ши?

— Шăпах çакă, ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхĕ, тĕпренчĕкне асăрхаса çитерейменни тĕрлĕ пăтăрмах патне илсе çитерет те. Хальхи вăхăтра тĕрлĕрен гаджет ачасен кăна мар, аслисен аллинчен те каймасть, çакă сисчĕвленĕве путарать, — инкеклĕ лару-тăрăва лексе аманакан ачасене сиплекен Игорь Александрович сăмахĕпе килĕшмесĕр май çук. — Иртнĕ çул усал чир сарăлнине кура çу уйăхĕсенче сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсем ĕçлемерĕç. Çавна пула чылай кил-йышра ывăл-хĕр аслисен тимлĕхĕсĕр юлни куç кĕрет. Канмалли кунсем хыççăн ĕçе килме те хăраттăм: коридорта та выртатчĕç шар курнисем. Сăмах май, çул çитменнисем аманнă тĕслĕх пĕлтĕр ытти çулхинчен чылай нумайрах пулчĕ — 1800-тен те иртрĕ.

Хĕл кăçал вăраха тăсăлчĕ, çапаха та çуркунне çанталăк хăвăрт ăшăтрĕ. Чӳрече уçас вăхăт та хăвăртах çитрĕ. Хĕвел пайăркисене тавралăха шелсĕр сапаланă май çуртсен чӳречисене, хулара — уйрăмах, чылайăшĕ час-час уçать. Паллах, пӳлĕме çил варкăшĕ кĕртнинчен нимĕн япăххи те çук. Анчах çак ĕçе пурнăçланă май чӳрече çывăхне ача-пăча пырасран сыхă пулмалла. Çакăн çинчен пĕчĕккисен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне Республикăри ача-пăча клиника больницин тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов черетлĕ хут аса илтерет. Унăн шухăшĕпе, чи кирли — «юрамасть» тенине аслисем кĕçĕннисен умĕнче хăйсемех хирĕçлени. Анатолий Александровичпа ĕçтешĕсем те килĕшеççĕ. Сипленме килекенсем мĕнле лару-тăрура ӳкни-аманнине тĕпченĕ май çитĕннисен йăнăшĕсене чылай асăрхаççĕ вĕсем.

— Хушăран ашшĕ-амăшĕн хăтланкаларăшне ниепле те ăнланма çук. Арçын пĕчĕк пепкине чӳрече ани çине лартса апат çитернĕ. «Çи, ачам, çи», — текелесе кашăка черетлĕ хут тăсать те — ача çук. Çакнашкал, аслисен çăмăлттайлăхне çирĕплетекен, тĕслĕх, шел те, сахал мар. Килте, йăла условийĕсенче шар курасси те часах. Иртнĕ каç кăна уйрăма вырттарнă тăватă ача тĕлĕшпе килтех «вăкăр тухнă», — терĕ Игорь Витальевич.

www.hypar.ru Ирина Иванова сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментари хушас