Кашкăрсемпе туслашнă

12 Çурла, 2020

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Леонид Антонов кашкăрсем усрать. Вăл тискер чĕрчунсенчен хăрамасть, вĕсемпе мăнукĕсене те паллаштарать.

Леонид кашкăрсене 11 çулта чухне пĕрремĕш хут тĕл пулнă. Хăй каланă тăрăх, ача çуртĕнчен тăван килне таврăннă чухне вăрманпа утнă вăл. Сăмах май, ача çуртне, амăшĕ вилнĕ хыççăн, ăна ашшĕ янă. Кашкăрсем ачана çул кăтартса пынă имĕш.

Пĕррехинче арçын хиртен выçă йытă илсе таврăннă. Анчах вăл йытă пулман, кашкăр. Халĕ вăл Антоновсен кил-çуртне хураллать. Паян вĕсен кил картинче 5 кашкăр. Вĕсенчен чи хитри вара — кăвак куçлă Лайка.

www.hypar.ru 

Комментари хушас