Кашни ыйтăвĕ çынсемпе çыхăннă

6 Утă, 2020

Паян ЧР Пуçлăxĕн тивĕçĕceне вăxăтлăx пурнăçлакан Олег Николаев ĕçлĕ çул çÿревпе Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулчĕ.

"Атăл"-Сĕнтĕрвăрри-Октябрьски-Куславкка автоçулăн районти сыпăкне кăçaл юсасси еплерех пынипе паллашрĕ. Строительство подрядчикĕ "Воддорстрой" общество кунти объекта 2018 çулта юсама тытăннă, 2022 çулта юсаса пĕтермелле. Олег Николаев подрядçăран 2021 çулта юсава вēçлеме ыйтрĕ - подрядçă килĕшрĕ. Çапла вара Олег Николаев республика хыснинчен укça уйăрса çула чылай маларах юсаса пĕтерес ыйтăва татса парассине пĕлтерчĕ.

"Марпосадкабель" обществăра пулса предприяти ертÿçисемпе пĕрле унăн малашнехи аталанăвĕн çулне сÿтсе яврĕ. Кунта иртнĕ çулсенче инвестици проектне пурнăça кĕртсе 100 ытла ĕç вырăнĕ йēркеленē. "Cĕнтĕрвӑрри монохуласен йышне кĕрет, предприяти федерацин монохуласем валли ирттерекен конкурсне хутшăнса ĕç вырăнӗceм йĕркелеме пулăшу илме пултарать, - терӗ. - Монохуласене пулăшас ыйтупа Шупашкарта федераци шайĕнчи канашлу ирттерме палăртăпăр, унта пирĕн монохуласене темиçe программăпа пулăшма сӗнĕпĕр".

Олег Николаев Сӗнтĕрвăрри хулин стадионне, хула пристаньне реконструкцилемелли проектсемпе паллашрĕ, вĕceне пурнăçламалли çул-йĕре сÿтсе явса палăртрĕ. Район ертÿçисемпе пĕрле социаллă пурнăçпа экономика программине тишкерчĕ.

www.hypar.ru Юрий МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас