«Колибрисем» Чулхулара çĕнтернĕ

19 Юпа, 2020

Чăваш Енри чир спорчĕн пĕрлештернĕ команди Атăлçи чемпионатĕнче тата первенствинче мала тухнă.

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти «Колибри» спорт ташшин студине çӳрекенсем Чулхулара иртнĕ пысăк ăмăртăва хутшăннă. «Чир джаз иккĕ» дисциплинăра аслă çулсенчи спортсменсен тупăшăвĕнче Александра Львова тата Мария Лукина иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, вĕсем спорт маçтăрĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Софья Львовăпа Ольга Терентьевăна бронза тивнĕ. Çак номинацирех юниорсен хушшинче Анастасия Ильичевăпа Виктория Яковлева виççĕмĕш вырăна тухнă.

Çавăнтах чир спорчĕн «Gorky cheer open» фестивалĕн наградисемшĕн те ăмăртнă. «Чир джаз иккĕ» дисциплинăра пирĕн спортсменсем малти вырăнсене йăлтах йышăннă. Анна Ларинăпа Виктория Шалфеева — 1-мĕш, Валерия Трофимовăпа Евгения Никитина — 2-мĕш, Софья Лаврентьевăпа Александра Семенова 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас