Кредитран «пушаннă» укçа инвестпроектсене вăй парĕ

11 Çурла, 2021

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пухăннисем виçĕ саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç.

Регионăн ĕç рынокĕн уйрăмлăхĕсене шута илекен коэффициенчĕ çинчен калакан саккун проекчĕ тавлаштармарĕ. Хайхи коэффициент ют çĕршыв гражданĕсенчен илекен НДФЛпа çыхăннă. Патент вăйра тăракан тапхăрта вĕсем налук енĕпе аванс тӳлесе пыраççĕ — уйăхсерен 1,2 пин тенкĕ. Хайхи коэффициент-дефлятора вара çулталăклăх палăртаççĕ — 2022 çулшăн ăна 2-пе танлаштарассине çирĕплетрĕç, эппин, хайхи тӳлеве çак дефлятор çине хутламалла пулĕ. Сăмах май, финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, пандемие пула ют çĕршывсен гражданĕсем пирĕн пата ĕçлеме килесси чакнă та — çав тӳлев калăпăшĕ те пĕчĕкленĕ: кăçал республикăн пĕрлехи бюджетне 10 миллион тенкĕ ытла кĕнĕ.

Тепĕр саккун проекчĕпе те финанс министрĕ паллаштарчĕ. Сăмах республика бюджетне федераци бюджетĕнчен панă кредита татмашкăн кредит парасси çинчен хушма килĕшӳ тăвасси пирки пырать. Пĕлтĕрхи раштавра РФ Правительстви Чăваш Ене коммерци никĕсĕ çинче илнĕ хаклă кивçене татма йӳнĕ бюджет кредичĕ панă — 1,4 миллиарда яхăн тенкĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче вара Владимир Путин Президент йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çав кредита реструктуризациленĕ — 2029 çулчченех тăснă. Çавна май Чăваш Ен бюджечĕн хайхи кредитшăн тӳлесе пымалли укçи «пушаннă». Унпа, 1,3 миллиард тенкĕпе, кăçал тата çитес çулсенче çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама усă курĕç. Саккун проекчĕ вара шăпах çав реструктуризаци çинчен тунă килĕшĕве çирĕплетет.

Виççĕмĕш саккун проекчĕ тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен калакан саккуна тӳрлетет. Тӳлевсĕр çак пулăшупа усă курма пултаракан категорисен списокĕ кăшт анлăланать. Малашне «вăрçă ачин» статусне илнĕ, «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ», «СССР хисеплĕ донорĕ» паллăсемпе наградăланă, Чернобыльти инкеке, радиаципе çыхăннă ытти аварие пула радиаципе сиенленнĕ çынсем те çак çăмăллăхпа усă курма пултарĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас