Кун йĕркинче — Канаш хулипе районĕн аталанăвĕ

4 Раштав, 2020

Аслă экономика канашĕн эрнекун иртнĕ ларăвĕнче Канаш хулипе районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене пăхса тухрĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çак муниципалитетсен малашлăхĕ пысăкки пирки иккĕленмест, хальлĕхе вара татса памалли ыйту чылай. Хулапа районăн экономика аталанăвĕпе, умри тĕллевсемпе вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Виталий Михайловпа Владимир Степанов паллаштарчĕç. Географи тĕлĕшĕнчен меллĕ вырнаçнă пулин те муниципалитетсенче йывăр ыйтусем чăннипех нумай. Çав шутра — халăхăн вăйпитти йышĕ ют регионсене ĕçлеме çÿрени, ĕçсĕрлĕх ÿссе пыни тата ытти те. Ларура районпа хулара пурнăçламалли пайăр инвестици проекчĕсем, республикăн комплекслă программине кĕнĕскерсем, вĕсене тÿрре кăларас енĕпе йышăнмалли мерăсем тавра пайăр калаçу пулчĕ.

Патшалăх Думин депутачĕ, Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков инвестици проекчĕсене федераци шайĕнчи фондсен укçипе пулăшмалли майсем пирки каларĕ, ку енĕпе хăй енчен пулăшма шантарчĕ. Канаш ларăвĕсенче малашне ытти муниципалитет аталанăвне те тишкерĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас