Куравра Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ

8 Ака, 2023

Шупашкарти Арбатра Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева халалласа "Вӑхӑтран та маларах утакан" ятпа пуян курав уҫӑлчӗ

36 информаци стендӗнче - истори сӑн ӳкерчӗкӗсем, Иван Яковлевичӑн пурнӑҫӗнчи интереслӗ пулӑмсем, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ материалсем... Темиҫе стенда Иван Яковлевӑн вӗренекенӗсене халалланӑ.

Курава уҫма ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. "Иван Яковлевӑн калама ҫук пуян педагогика еткерлӗхӗ хальхи ачасене воспитани, пӗлӳ парассинче питӗ пӗлтерӗшлӗ. Иван Яковлевичӑн вышкайсӑр ӗҫӗ-хӗлне, вӑл чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе чӑваш чӗлхине аталантарнине, чӑваш Букварӗ хатӗрленине ӳсекен ӑру патне илсе ҫитермелле", - палӑртрӗ курава уҫнӑ май.

Рубрика: 

Комментари хушас