Магаршак куравĕ уçăлнă

7 Çĕртме, 2021

Чăваш ӳнер музейĕнче Елена Магаршакăн куравĕ ĕçлеме пуçланă.

Шупашкарта ӳнерçĕ 2017 çулта палăрма тытăннă. 1991 çулта ЧППУн ӳнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер хăйне тӳрех кăтартма васкаман. 2019 çулта ăна Раççей пастелисчĕсен наци союзне йышăннă, 2020 çулта — Еврази ӳнер союзне.

Курава кăларнă 70 ĕçе Елена Магаршак юлашки икĕ çулта хатĕрленĕ. Пултарулăх ĕçĕнче çул çӳревсем хавхалантарнине палăртнă. Сăмахран, хăш-пĕр картинăра Нидерланд тата Рим, Прагăн кивĕ урамĕсем сăнланнă. Шупашкар пейзажĕ те чылай.

www.hypar.ru Фото culture.cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас