Малашне кюаркод кăтартмалла пулмĕ

4 Пуш, 2022

„Коронавирус сезонри ытти инфекци пекех халь. Медицина паян ăнăçлă аталанать - чир „пуç каçăртма” хăтлансан – пусарать. Апла пулин те прививка тутармалли пирки манмалла мар. Вăл - чир ересрен, йывăр чирлесрен упрать”, - палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре хальлĕхе массăллă мероприятисене пур-пĕрех ирттермĕç. Пысăк лавккасене, театрсене çынсем малашне кюаркод кăтартмасăрах кĕме пултарĕç. Анчах маскăпах çÿремеллине, пÿлĕмсене дезинфекци тумаллине аса илтерчĕç ларура. Мобильлĕ ушкăнсем çитес эрнере халăх транспортра маска тăхăннине тĕрсĕлĕç. Иртнĕ эрнере республикăра пур районта та ковидпа чирлекенсен йышĕ чакнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче кăна 5,6 процент ÿснĕ. Вакцинаци тăвассине чакармалла марри пирки тепĕр хут аса илтерчĕç ларура. Ку енĕпе халĕ Шăмăршăсем уйрăмах кая юлаççĕ. Унта халăхăн 57 проценчĕ кăна прививка тутарнă. Канашсемпе Каçалсем, Патăрьелсем вара малта пыраççĕ.

www.hypar.ru 

Комментари хушас