Маттур ентешсен пуçарулăхĕ хавхалану кÿтĕр

24 Юпа, 2022

Çĕршыври цифра трансформацийĕн ертÿçисен рейтингĕнче Чăваш Ен хăйĕн позицине палăрмаллах лайăхлатнă. Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, регион Раççей субъекчĕсен хушшинче — 12-мĕш, Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура цифра министрĕ Кристина Майнина пĕлтерчĕ.

Рейтинга хатĕрленĕ чухне тĕрлĕ саманта шута илеççĕ — экономикăн тĕп отраслĕсен цифра «пиçĕлĕхĕнчен» тытăнса ИТ-отрасле патшалăх енчен тĕревлемелли мерăсем йышăнни таран. Чăваш Енĕн хайхи цифра «пиçĕлĕхĕ» сывлăх сыхлавĕнче, хула хуçалăхĕпе строительствăра, вĕрентÿре пысăк шайра. Информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Киберхăрушсăрлăх штабĕ ĕçлет. Сăмах май, иртнĕ эрнекун ку енĕпе пирвайхи вĕренÿ иртнĕ: командăсем хакерсен тапăнăвĕсене сирме, çакнашкал тĕслĕхсене тĕпчеме вĕреннĕ.

Патшалăх енчен пулăшассине илес тĕк — республикăра ИТ-отрасль компанийĕсене ансатлатнă системăпа илекен налук тĕлĕшпе çăмăллăх панă, аккредитациленнĕ компанисен ĕçченĕсем ипотека тĕлĕшпе çăмăллăхпа усă кураççĕ. Кристина Майнина çăмăллăх мерисене анлăлатасси пирки те сăмах пуçарчĕ. Чылай регионта, сăмахран, пурлăх, çĕр налукĕсем, аренда тÿлевĕсем тĕлĕшпе çăмăллăхсем пур — вĕсемпе Чăваш Енре те усă курма пулать.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков патшалăх ИТ-отрасль валли пысăк укçа тăкакланине çирĕплетрĕ: пĕлтĕр 430 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал ку виçе самай пысăкланнă — 832 миллион. Шел те, çак виçере федераци тÿпи пысăк мар — 17-18% кăна. Цифра аталанăвĕ патшалăх шайĕнчи тĕллевсен шутĕнче, çавăнпа, Михаил Геннадьевич шучĕпе, вĕсене пурнăçлама ытларах укçа уйăрас ыйтусене Мускав умне çирĕпрех лартмалла. Çăмăллăхсене илес тĕк — федераци шайĕнче инвестици вычечĕпе усă курасси пирки сĕнÿ пур — çакă республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулсан ăна вăя кĕртме юрать. Вăл цифра аталанăвĕ тĕрлĕ рейтинг валли мар, чи малтанах граждансен пурнăçне меллĕрех тума тивĕççине палăртрĕ. Çавна май тĕрлĕ муниципалитетри ĕçе те çак саманта шута илсе хакламалла.

Унашкал хаклав пур. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, калăпăр, Сĕнтĕрвăрри районĕнче граждансене кÿнĕ 1,8 пине яхăн пулăшу ĕçĕнчен 25-шĕпе кăна электрон мелпе тивĕçтернине çирĕплетрĕ. Унашкал муниципалитетсем татах пур. Аван ĕçлекеннисем те çук мар. Сăмахран, Вăрнар районĕ.

Хальччен мĕн тума ĕлкĕрни, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн шучĕпе, лайăх никĕс. Çак никĕспе регионăн управлени тытăмĕнче, граждансене ансат та меллĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес енĕпе пурнăçа кĕртмелли улшăнусене çул памашкăн тухăçлă усă курмалла.

Ларура çавăн пекех республикăри эпизооти лару-тăрăвне тишкерчĕç. Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Костантин Викторов палăртнă тăрăх, кÿршĕ регионсенчех выльăха, чăх-чĕпе кайăк грипĕ, сыснасен Африка мурĕ ернĕ тĕслĕхсем пур. Пĕлтĕр чирлĕ хир сыснисене тупса палăртнине шута илмесен пирĕн республикăра ĕç-пуç йĕркеллĕ, анчах сыхлăх кирли те куçкĕрет.

Хир сыснисем тенĕрен, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак чĕр чунсен шутне чакарнă пулин те вĕсем хуçалăхсен сысна комплексĕсем патне тухнине палăртрĕ, çавăнпа, ун шучĕпе, хир сыснисен шутне тата чакарасси çинчен шухăшласа пăхни те вырăнлă. Лейкозран вара, çирĕплетрĕ министр, республикăна тасатнă. Çак тĕллевпе пĕр вăхăт ĕнесен шутне те чакарма тивнĕ, анчах халĕ выльăх шучĕ унчченхи шая таврăнать.

Хусан тата Сăр хÿтĕлев чиккисен строителĕсен кунне паллă тăвасси çинчен калаçу пулчĕ. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче «1-мĕш пост» акци пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен Куславкка районĕнчи тата Шупашкарти Çар мухтавĕн монуменчĕсен умĕнче хисеплĕ хурал йĕркеленĕ — чи маттур шкул ачисем хурал тăраççĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен мĕн пур вĕрентÿ организацийĕнче патриотизма тĕпе хуракан мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Çав шутра — «Тылри паттарлăх» уроксем. Вĕсене депутатсем, право хуралĕн органĕсен ертÿçисем, ыттисем ирттерĕç. Министр чĕмсĕр чикĕсен стрителĕсен музейĕн эскизĕсен конкурсне пуçарни çинчен каларĕ. Унта ачасем те хутшăнма пултараççĕ.

Олег Николаев вара конкурса çамрăк архитекторсене те явăçтарма сĕнчĕ. Вăл çавăн пекех мемориал строительствин иккĕмĕш тапхăрĕнче унта часавай тума палăртнине аса илтерчĕ. Çак проекта тÿрре кăларассине ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем çине илнĕ-мĕн — концепцине палăртмалла. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ çавăн пекех «Сăр чикки» опера премьерипе те палăрса юлĕ.

Ытларикун пуçланакан Ентешсен форумĕ пирки культура министрĕ Светлана Каликова сăмах илчĕ — çак кунсенче искусствăра çĕршыв, тĕнче шайĕнче ят илнĕ ентешсен пултарулăхĕпе паллашмалли майсем пулассине çирĕплетрĕ. Олег Николаев районсемпе хуласенче форума килекен ентешсемпе тĕлпулусем йĕркелесси пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Маттур ентешсен ресурсĕпе май пур таран туллин усă курмалла: ачасем, çамрăксем çын хăйĕн умне тĕллев лартсан пысăк çитĕнÿсем тума пултарнине вĕсен тĕслĕхне курса ĕненччĕр.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас