МФЦ пулăшăвĕпе усă куракан нумайланнă

30 Çурла, 2021

Республикăра нумай функциллĕ центрсен шучĕ паян 31-пе танлашать, халăх МФЦсен пулăшăвĕпе усă курасси анлăлансах пырать.

Çавна кура хăш-пĕр центрта çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтерейменни те вăрттăнлăх мар — черет кĕтме тивет. Кунашкалли Шупашкарти Эгер бульварĕнчи центрта палăрать. Унта халăх йышлă — Çĕнĕ хулара пурăнакансем те çакăнта килеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Çĕнĕ хулара уйрăм МФЦ уçас тĕллев тытнă — ун валли юрăхлă çурт шыраççĕ. Атăл леш енче те центр кирлĕ — Сосновкăри поликилинка çуртĕнче уçасшăн.

Олег Николаев вара дистанци мелĕпе ĕçлессине çине тăрса аталантарма сĕнчĕ. Ун чухне МФЦсен шутне ӳстерни те кирлĕ пулмĕ. Центрсем кӳрекен патшалăх пулăшу ĕçĕсен шучĕ пысăк — икçĕр ытла, çулталăк вĕçленнĕ тĕле дистанци мелĕпе тивĕçтерме май пуррисен шучĕ çĕртен те иртмелле. Апла тăк çак майпа усă курмалла. Çĕнĕ хулара ытларах çамрăксем пурăнаççĕ, вĕсемшĕн дистанци майĕсемпе усă курни меллĕрех те — çакна шута илмелле. Çапла тусан ĕçлекен МФЦсенче те черетсем пулмĕç.

Нумай функциллĕ центрсен ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас